Сувар

Февралӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 1-мӗшӗччен гороскоп сирӗн валли

Палламан çынсемпе ӗç ан пуçлăр

ТАКА 21.III – 20.IV
Эсир ăслă-тăнлă та чăтăмлă çын. Ку эрнере çак пахалăхсем кирлӗ пулӗç те. Майсем, тӗрлӗ шанăçсем нумай, шалти сисӗме итлеме пӗлӗр. Пуçлăхран преми ыйтма пултаратăр. Патшалăх организацийӗсене çӳрени ăнать. Тытăннă ӗçсем пурнăçланаççӗ. Палламан çынсемпе ӗç ан пуçлăр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ майлашăнать. Хаклă парнене тивӗçме пултаратăр.  
   
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере тинех канаятăр. Мӗн-тӗр туяннă чух тимлӗ пулăр, укçăра çухатма е ахаль тустарма пултаратăр. Апат рационне тепӗр хут пăхса тухăр, какай, эрех-сăра ӗçсе-çиессине чакарăр. Апат хуранне сиен кӳме пултаратăр. Уçă сывлăшра нумайрах çӳрӗр, вăрмана кайăр, йӗлтӗрпе ярăнăр.
   
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Кулленхи ӗçсене татса памалли эрне. Килти ӗçсем пӗтӗмпех сирӗн çине тиенӗç. Финанс сферинчи тăкаксемпе тупăша тепӗр хут шутлăр, ку укçа-тенкӗпе тӗрӗс усă курмашкăн кирлӗ. Опытлă специалистсемпе канашлăр. Тăвансем йывăр вăхăтра пулăшӗç, вӗсем сире юратнине тепӗр хут курса шанатăр. Канмаллисенче кинона кайăр.   
 
РАК 22.VI – 22.VII
Нумайăшӗ ку вăхăта кил, строительствăпа хуçалăх  ыйтăвӗсемпе ирттерӗ. Командировкăсем, ӗçлӗ калаçусем ăнаççӗ, усăллă çыхăнусем йӗркелетӗр. Сывлăхăра тимлӗр, профилактика процедурисем туни усăллă пулӗ: бассейна çӳрӗр, йогăпа аппаланăр, нумайрах утăр. Канмаллисенче тăвансем килсе çитме пултарӗç, хатӗрленӗр.
 
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
 Энтузиазм, оптимизм, энерги чи çӳллӗ шайра. Авторитетлă çын хӳтлӗхне лекме пултаратăр, лартнă тӗллеве пурнăçлама пулăшӗ ку. Ӗçре сире тӗслӗхе лартӗç. Ӗçлӗ сделкăсем ăнаççӗ, укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ эрне тăршшӗпех савăнтарӗ. Должноçпа ӳсме май пур. Эрне сипленме, ача тума, çемье хутшăнăвӗсене йӗркелеме ăнăçлă.
 
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Пурнăçăр пач улшăнса кайма пултарать. Хăвăр ума кирлех те мар ыйтăва пурнăçлама лартса нумайăшӗпе теветкелленетӗр. Вăхăтлăх туйăма пусарма тăрăшăр. Ӗçсене лайăх шутласа, виçсе пурнăçлăр. Творчествăра çитӗнӳсем тăватăр, талантăра халиччен пытарса пурăннинчен ӗçтешӗрсем те тӗлӗнӗç. Юрату романтикăпа тулли пулӗ.   
 
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тахçанхи плансемпе ӗмӗтсене пурнăçлама пултаратăр. Тинех ӗçсем палăртнă йӗрпе кайӗç. Малтан тăрăшнин уссине куратăр. Ку эрне авторитетлă та пысăк çынсемпе калаçма, паллашма ăнăçлă. Хăш-пӗрин экстрасенс пултарулăхӗ палăрӗ. Юратури хутшăнусем канмаллисем тӗлне лайăхланӗç.
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере тӗллевсене туххăмрах пурнăçласа пăрахас шухăш-кăмăллă пулатăр. Вăй-хала пуçтарса хăюллăн ӗçлӗр. Перспективлă идейăсем çуралаççӗ. Авторитетлă çынсем сирӗн тимлӗхшӗн тупăшма хатӗр пулӗç.  Инçете канма кайни ырă туйăмсемпе асаилӳсем парнелӗ. Анчах çӗрле урамсем тăрăх ан çӳрӗр, уйрăмах ют çӗрте.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку вăхăтра çулçӳревсем плана ан кӳртӗр. Эрнене лăпкă ирттерме тăрăшăр. Хушма ӗç тупма ăнăçлă тапхăр. Професси паракан майсене анлăлатма, тупăша ӳстерме пултаратăр. Кирлӗ йышăнусем тума ан васкăр, вăл плансене пурнăçланма чăрмантарӗ. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр.  
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Татса пама вăй çитнӗ проблемăсене кăна тимлӗр. Хăвăр çине ытлашши ӗç ан илӗр. Ют çынсемпе ӗç пуçламалла мар. Ку эрнере сирӗн пата улталас текенсем туртăнаççӗ. Палламан çынсене çывăха ан ярăр. Профессире ырă улшăнусем пулӗç, эсир ертсе пынипе коллектив лайăх кăтарту тăвӗ. Ӗç енӗпе ырă хыпар илетӗр. Пӗчченнисен тинех савни тупас шанăç çуралать.  
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ӗçре пысăк улшăнусем пулӗç. Ӗç вырăнне  ирӗклӗ графиклă ӗçпе  улăштарма ан хăрăр. Ку харпăр тупăша самай ӳстерме пулăшӗ. Финанс çирӗплӗхӗ ӗçтешсемпе пӗрле ӗçленинчен те килет. Шухăшăрсемпе плансене хăвăрта тытăр, çитӗнӗвӗрсемпе ан мухтанăр – ăмсанакансем пур. Хăш-пӗри пысăк япала туянӗ. Сире савакансем нумай.
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ӗлӗкхи шанчăк çӗнӗрен вăранать, юрату энергийӗ питӗ çӳллӗ шайра. Хавхаланупа оптимизм ӗçре çитӗнӳ тума пулăшӗç. Спортпа аппаланма аван вăхăт. Çемьери хутшăнусем телей çеç кӳреççӗ. Ӗçсем çийӗнчех пурнăçланӗç. Бюджет сферинче ӗçлекенсем карьера пусмипе çӳлелле улăхма пултараççӗ.
 

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: