Сувар

Гороскоп ку эрнене

Сывлăхăрпа тимлӗ пулăр

ТАКА 21.III – 20.IV
Çӗнӗ ӗçсем пуçлама, çӗннине тӗпчесе пӗлме ăнăçлă тапхăр. Обществăлла ӗçсене тимлӗхсӗр ан хăварăр, халӗ çак сферăри ыйтусене татса пама питӗ майлă вăхăт. Çӗнӗ паллашусем усăллă пулӗç, пысăк компанисемпе ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме пултаратăр. Укçа-тенкӗ нумай пулмасан та çитсе пырӗ. Сывлăхăрпа тимлӗ пулăр.  
   
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Спортпа туслашма вăхăт çитнӗ. Сывлăхăра упрăр, сиплев процедурисене çӳрени усса кайӗ. Харпăр пурнăç ăнса пырать. Эмоцисене хăвăрта тытма тăрăшăр. Пӗчченнисем Турă пӳрнипе тинех паллашӗç. Ӗç енӗпе çӗнӗ сӗнӳсем пулма пултараççӗ.     
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Пуррине пытараймăн çав, талантăра асăрхаса çынсем сирӗн пата туртăнӗç. Сире тивӗçлипе хаклама пуçлӗç.  Мăшăрланассине куçарса пынă пулсан халӗ туй туса пӗрлешме питӗ лайăх вăхăт. Çулçӳревсем ăнаççӗ, ырă асаилӳсем нумайччен чуна ăшăтӗç. Хăш-пӗрин пурнăçӗ пач улшăнма пултарать.
РАК 22.VI – 22.VII
Вăй-хал эрненех çиттӗр тесен ăна физкультурăран пуçлăр. Тахçанах канăç паман проблемăна тинех татса пама май пулӗ. Ӗçлӗ калаçусем икӗ еншӗн те усăллă пулӗç. Кулленхи ӗçсене пурнăçланă чух творчествăлла меслетсемпе усă курăр. Юратура савни кӗтмен парне тăвӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
 Пуçлăхсемпе ырă хутшăнусем йӗркелеме аван эрне. Хăвăра лайăх енчен кăтартăр, вара сире асăрхаççех. Ӗçре çирӗп плана пăхăнсан  çитӗнӳсем кӗттермӗç. Ӗçтешсемпе хутшăнусем кăткăсланаççӗ, эсир çывăха пурне те яманнине вӗсем мăнкăмăллăх вырăнне хурӗç.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрне ӗçри кирлӗ ыйтусене татса пама – пысăк сделкăсем тума, контрактсем çырма лайăх. Фантази ӗçлесен йывăр проблемăсене те татса паратăр. Ӗçсем тӗлӗнмелле майпа пурнăçланнине вара хăвăр та сиссе юлаймăр. Канма ан манăр, сывлăхшăн ку питӗ кирлӗ. Ачăрсене те тимлӗхсӗр ан хăварăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрне çемье валли пултăр, ачăрсене, аçăр-аннӗре тимлӗх уйăрăр. Суту-илӳпе çыхăннă пысăк сделкăсем ăнаççӗ, хăюллăнах килӗшӳ çирӗплетме пултаратăр. Çамрăксемпе ӗçлени, информаципе ылмашăнни укçа-тенкӗ енчен усă кӳрӗ. Инçе çула тухни, ӗçлӗ паллашусем ăнаççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тăрăшса ӗçленин, чăтăмлăх кăтартнин усси пулӗ, пуçлăх лайăх ӗç енӗпе сӗнӳ тăвӗ. Анчах хăвăрăн вăй-хала тӗрӗс хаклама пӗлӗр. Канмасăр ӗçлесен чире кайма пулӗ, çавăнпа сывлăш çавăрса яма вăхăт тупăр. Малашне пысăк тупăш кӳме пултаракан проектсемпе кирлӗ йышăну тума ăнăçлă эрне. Шалти сисӗме итлӗр.  
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере тăвансемпе вăрçăнма пултаратăр. Хăвăрăн проблемăсем çинчен кăна шутламасăр çынсемпе тимлӗ пулсан хирӗçӳсенчен хăтăлса юлатăр. Юратури хутшăнусем кăткăсланаççӗ, савнисем туйăмсен çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. Ӗçре ырă улшăнусем пулса иртӗç.  
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Хăвăра япăх туятăр, ку ăс-тăн нагрузкипе çыхăннă. Канса илме тăрăшăр. Апат хуранӗпе пыршăлăх аптратма пултарать, тухтăр патне кайса тӗрӗсленӗр. Харкашусене ан хутшăнăр. Çывăх тăванăр пулăшнипе укçа-тенкӗ енчен çитменлӗх туймастăр. Пӗчченнисем юратса пăрахӗç, мăшăрсен пӗр-пӗринпе çепӗçрех пулмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере вăрăм плансемпе проектсем туни малашлăхшăн усăллă пулӗç. Ӗç нумай, пурне те вăхăтра тума ӗлкӗрмелле, унсăрăн пуçлăх сирӗн вырăна пултаруллăрах специалиста тупма пултарать. Юратура ăнать, пӗчченнисен тинех савнă çын тӗлне пулӗç.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Малашнехи пурнăçа палăртакан сӗнӳ илетӗр. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатма май пулӗ, укçа эсир кӗтмен çӗртен кӗрӗ. Çăлтăрсем инкеке лекнисене пулăшма, ыркăмăллăх ӗçӗсене хутшăнма сӗнеççӗ. Бизнес пуррисен те ӗçсем ăнса пырӗç. Çӗнӗ партнерсем тупни тупăша ӳстерме пулăшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: