Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Çарăмсансем, ыран ентешлӗх

(Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăвашӗсен представителӗсем кăçал Акрель ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Çăлкуç» ансамбль...

(Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăвашӗсен представителӗсем кăçал Акрель ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Çăлкуç» ансамбль тата Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ пулаççӗ. Вӗсем наци апат-çимӗçне, ал ӗçпе промыслисен ӗçӗсен, халăх культурипе çыхăннă ытти куравсене хатӗрлеççӗ.

Мероприятин официаллă пайӗ каçхине 17 сехетре пуçланать. Çарăмсан чăвашӗсен пултарулăхӗпе паллашас кăмăллисене маларах килме сӗнетпӗр. Мӗншӗн тесен чăвашсемпе çыхăннă культура пайӗ сцена çинче мар, фойере интереслӗрех пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев