Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Хусана пуç ватма

Чăваш наци телевиденийӗ спутник урлă кăтартса тăван чӗлхепе хыпар сарма пуçланă пулсан та, тутар телеканалӗсем аудиторине çухатасшăнах мар пулмалла. Республикăра пурăнакан чăвашсене тутарла передачăсене чӗнме пуçларӗç. Тутарсен паллă телеканалӗ Çарăмсан районӗнчи Акрел ялӗн çыннисене питӗ кăмăллать ахăр. Пӗлтӗр çак ялта Çăварни уявӗ мӗнле иртнине илемлӗн кăтартнăччӗ, кăçал çуркунне акрелсене хăйсене...

Чăваш наци телевиденийӗ спутник урлă кăтартса тăван чӗлхепе хыпар сарма пуçланă пулсан та, тутар телеканалӗсем аудиторине çухатасшăнах мар пулмалла. Республикăра пурăнакан чăвашсене тутарла передачăсене чӗнме пуçларӗç.
Тутарсен паллă телеканалӗ Çарăмсан районӗнчи Акрел ялӗн çыннисене питӗ кăмăллать ахăр. Пӗлтӗр çак ялта Çăварни уявӗ мӗнле иртнине илемлӗн кăтартнăччӗ, кăçал çуркунне акрелсене хăйсене Хусана чӗнсе илчӗç телевизионщиксем - передача ӳкерме. «Пуçватмăш» тутарсен паллă «Башваткыч» передачи - хăйне евӗр ăмăрту пек иртет. Унта хутшăнакансем кроссворд тупсăмӗсене шырамалла. Л.Д,Квакова ертсе пыракан Акрелӗнчи фольклор ансамблӗ тулли составӗпех килсе çитрӗ ку передачăра ӳкерӗнме. Вăл мӗнле вӗçленнине, унта кам çӗнтернине ТНВ каналпа ку вырсарникун е каярах кăтартмалла.

Палăртса хăвармалла, пуçватмăш тутар чӗлхипе иртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев