Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Крымра чăвашсен Акатуйӗ июлӗн 10-мӗшӗнче пулать

Июнӗн 10-мӗшӗнче Крымра, Севастополь хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш Акатуйӗ иртет. Тутарстанри ЧНКА ҫак тӗллевпе Акатуя каяс текенсен ушкӑнне йӗркелет. Ушкӑн Хусантан автобуспа июлӗн 4-мӗшӗнче тухса 6-мӗшӗнче ирхине Хӑнакур (Фанагория) хули пулнӑ вырӑна ҫитме палăртать. Кунта ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкартан килнӗ чӑвашсемпе - чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗпе тӗл пулмлла, авалхи мӑнасаттесене асӑнса...

Июнӗн 10-мӗшӗнче Крымра, Севастополь хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш Акатуйӗ иртет. Тутарстанри ЧНКА ҫак тӗллевпе Акатуя каяс текенсен ушкӑнне йӗркелет. Ушкӑн Хусантан автобуспа июлӗн 4-мӗшӗнче тухса 6-мӗшӗнче ирхине Хӑнакур (Фанагория) хули пулнӑ вырӑна ҫитме палăртать. Кунта ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкартан килнӗ чӑвашсемпе - чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗпе тӗл пулмлла, авалхи мӑнасаттесене асӑнса юпа лартма хутшӑнмалла. 6-мӗшӗнче каҫхине Крыма тухса кайма, канассине йӗркелеме палăртнă. Севастопольте чӑваш Акатуйне хутшӑнасси те çулçӳрекенсен планӗнче. Июлӗн 10-мӗшӗнче вӗсем каялла таврăнма тухаççӗ.

Ҫулҫӳреве хутшӑнас текенсене 8-98-69-28-29-59 номерпе шӑнкӑравласа тӗплӗнрех ыйтса пӗлме сӗнетпӗр.

Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ ирттерекен «Чунҫӳрев» июлӗн 2-мӗшӗнче ирхине 6 сехетре Шупашкартан старт илет. Вӗсен маршручӗ: Шупашкар-Пенза-Хӑнакур-Севастополь(Крым). Ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех «Чунҫӳрев» сайтра пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев