Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Йăвашкел шкулӗн сутмалăх та калча пур

Хальхи вăхăтра нумай шкул ачасене доска та питех тасаттармасть. Ку ӗнтӗ ытларах хула шкулӗсене пырса тивет пулмалла, мӗншӗн тесен ялсенче ачасем ӳркенекеннисемех мар. Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗ те акă И.Я.Яковлевăн методикине манман-ха. Кунти ачасем доска та тасатаççӗ, ӗç урокӗсенче пахчана та тухаççӗ. Йăвашкел шкулӗн пахчи икӗ гектар ытларах. Унта шкул...

Хальхи вăхăтра нумай шкул ачасене доска та питех тасаттармасть. Ку ӗнтӗ ытларах хула шкулӗсене пырса тивет пулмалла, мӗншӗн тесен ялсенче ачасем ӳркенекеннисемех мар. Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗ те акă И.Я.Яковлевăн методикине манман-ха. Кунти ачасем доска та тасатаççӗ, ӗç урокӗсенче пахчана та тухаççӗ.

Йăвашкел шкулӗн пахчи икӗ гектар ытларах. Унта шкул столовăйӗнче ачасене апатлантармашкăн пахча çимӗç тата улма-çырла ӳстереççӗ. Теплица та туса лартнă вӗсем. Май уйăхӗн пӗрремӗш декади иртсенех шкул помидор тата пылак пăрăç калчисем сутма тытăннине хыпарлать ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби. «Эпир кăçал Альберт Латыпов предпринимательпе килӗшӳ турăмăр. Вăл пире вăрлăхпа тивӗçтерчӗ, каярах калчасене вырнаçтарма пулăшать. Калчасем район халăхӗ валли те пур пирӗн», - пӗлтерет шкул директорӗ Юрий Апалаев.

Шкулта биологи тата хими вӗрентекен Татьяна Данилова пӗлтернӗ тăрăх, шкул пахчинче кăçал пахча çимӗç лаптăкне ӳстерме планлаççӗ, 10 сотăй лаптăкра сухан, 16 сотăйне çӗрулми лартма хатӗрленеççӗ. Паллах, çак ӗçе кунта чылай команда пурнăçлать: шкулти техперсонал, ачасем.

Çапла майпа ачасене столовăйра апатлантарма пахча çимӗç çителӗклӗ туса илӗ шкул, ытлашшине вара сутӗ. Йăвашкел шкулӗ çуллен ял хуçалăх ярмăрккисене хастар хутшăнать вӗт. (agro.tatarstan.ru сайтри сăнӳкерчӗкре Йăвашкел шкул директорӗ Юрий Апалаев).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев