Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Юратсан юрлас килет

ВИÇӖ ХЫР Сосновка çывăхӗнче ӗлӗкрен виçӗ хырă йывăççи ӳснӗ. Вӗсене кам лартни паллă мар. Анчах та иккӗшне касса туранă çынсем хăйсен вилӗмӗсемпе вилменнине кура, виççӗмӗш хырне касас текен ку тăрăхра çук. Халӗ вăл уйра пӗччен тăрать. Хирте улăма çунтарнă чухне çак хырăн çурри çунса ӗннӗ, çапах ăна кам-тăр сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ....

ВИÇӖ ХЫР

Сосновка çывăхӗнче ӗлӗкрен виçӗ хырă йывăççи ӳснӗ. Вӗсене кам лартни паллă мар. Анчах та иккӗшне касса туранă çынсем хăйсен вилӗмӗсемпе вилменнине кура, виççӗмӗш хырне касас текен ку тăрăхра çук. Халӗ вăл уйра пӗччен тăрать. Хирте улăма çунтарнă чухне çак хырăн çурри çунса ӗннӗ, çапах ăна кам-тăр сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Çапах йывăççи сывă-ха, инкеке парăнмасть, симӗс ларать. Тен, çак хырăсенчен пуçланса кайнă-тăр та Сосновка ят?

Ял ятне аса илтерекен ӗлӗкхи символсене асăнса мартăн 8-мӗшӗнче кунта «Виçӗ хыр» ятлă ăмăрту иртет. Кӳршӗллӗ ялсенчен, районсенчен, хуласенчен кăмăл тăвакан йӗлтӗрçӗсем килеççӗ унта хутшăнма. Ыттисемпе пӗрле Сосновкăри пуçламăш шкулта ӗçлекен Людмила Прокопьева унта хутшăнса 2005, 2010 çулсенче хăй çулӗнчисен хушшинче малти вырăнра тухнă.

Анчах юлашки çулсенче ку ăмăртăва кӳршӗллӗ ялсенчи физкультура учителӗсем килме тытăннăранпа кӗçӗн классене вӗрентекенӗн çӗнтерме шанăç сахал. Кăçал та вăл финиша виççӗмӗш кăна çитнӗ.

ПИЛӖК КАСĂ

Интереслӗ ятсем: «вăтăр юман», «виçӗ хыр»... Юнашар Хӗрӗшни ял пуррипе, Сосновкăна та Хырӗшни тесе калас килет те, кунта çак ят çирӗпленмен. 2018 çулта Вăтăр Юман Киреметрен уйрăлса тухнă ял 90 çул тултарать. Праçнике Питрав вăхăтнелле ирттересшӗн.

Пӗчӗк ялсен шăпи Чӳк çырми çинче ларакан çак илемлӗ чăваш ялне тивмесӗр иртмен - 5 касра 168 çын кăна пурăнать. Ялăн фермисем пушаннă. Çӗнӗ клуб пур та кивӗ шкул.

Сосновкă ялӗнчи пуçламăш шкулта 6 ача кăна çӳрет пулсан та кунта 3 клас вӗренет. Ачасем ытларах та пулӗччӗç те, анчах 4-мӗш класа вӗренекен килмен. Пӗр вӗренӳ пӳлӗмӗ, пӗр физкультура пӳлӗмӗ тата апатлану пӳлӗмӗ. Вӗрентӳ процесӗ интереслӗ иртет. Клас ӗçӗ валли пӗр пӳлӗм кăна пулсан та уроксенче пурте пӗрле лармаççӗ. Хăш-пӗр уроксене пӗрле ирттереççӗ, хăшӗсене пӗрремӗшсем маларах килеççӗ, виççӗмӗш классем каярах. Икӗ урокран кӗçӗннисем каяççӗ, аслисем вырăс чӗлхипе математикăна хăйсем кăна вӗренеççӗ - учительници пӗрре кăна вӗт.

ЯЛ МУХТАВӖ

Сосновкăри тӗслӗхе тăратмалли çемьесенчен пӗри - Прокопьевсем. Людмила Владимировна пуçламăш классен вӗрентекенӗ пулса 30 çула яхăн ӗçлет. Вăл кӗçӗн классен вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи, çавăн пекех «Сосновкăри шăпчăксем» ачасен вокал ансамбльне ертсе пырать. Людмила Прокопьевăна ТР Вӗрентӳ министерствин Хисеп хучӗпе наградăланă, «Анне мухтавӗ» медаль те пур 5 хӗр амăшӗн. 2007 çулта Сосновка вӗрентекенӗ Çарăмсан районӗнчи «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсра çӗнтернӗ. 2008 çулта Нурлатра иртнӗ зона тапхăрӗнче мала тухнă I категориллӗ учитель.

Николай Алексеевичăн та ӗçӗнчен панă мухтавлă хутсем нумай, вӗсенчен пӗри РФ Шалти ӗçсен министрӗ алă пусса панă Хисеп грамоти. Органсенче 25 çул ӗçлесе пенсие тухнă вăл.

2015 çулта Прокопьевсем «Нэчкэбил» конкурсра хутшăнса «Еткерлӗх» номинацире 2-мӗш вырăн, «Кукăль» номинацире 3-мӗш вырăн йышăннă.

«ЗДРАСЬТЕ»

  • Эпир тӗл пултăмăр 1987-мӗш çулта, - каласа парать Николай Прокопьев. - Ун чухне участковăйра ӗçлетӗп, ларнă кăна-ха. Эпӗ Çарăмсана çӳреттӗмччӗ попуткăпа. Киремете çити çуран тухаттăмччӗ. Вăл, Киремет хӗрӗ, Сосновкăна ӗçе килет.

  • Мана педучилище хыççăн Сосоновкăна ӗçлеме ячӗç, - аса илет пӗрремӗш тӗлпулăва Людмила. - Утатăп хирпе ял еннелле. Хирӗç пӗр милиционер килет. «Мӗн пулнă-ши Сосновкăра? - тесе пуçа çӗмӗретӗп. - Мӗн туса çӳрет ку кунта ирех? Шкула вăрлама кӗнӗ-ши?..» Темӗн те шутларăм. Хăранипе ним чӗнмесӗр çумӗнчен юпа пек иртсе кайрăм. Вăл та çавăн пекех иртсе кайрӗ.

Шкулта нимӗн те пулман, ял хыпарӗсем çинчен унӗ-кунӗ калаçакан та пулмарӗ. Унтан тепре тӗл пултăм. Татах чӗнмесӗр иртрӗм. Хам шутлатăп: «Урăх çӗрте мӗн-тӗр пулнă-тăр... Капла «Лайăх-и?» темесӗр иртсе кайсан аван мар», тетӗп. Тепре курсан «Здрасьте» тесе иртсе кайрăм. Вăл та пуçне сулчӗ. Çапла курмассерен аванлашма пуçларăмăр. Кайран ялта, клуба тухсан калаçса кайрăмăр.

  • Эпӗ 15 яла пӗр участковăйччӗ, - каласа парать кил хуçи. - Машина çук. Мотоцикл та пулман. Çуран çӳреттӗмччӗ. 20 километр утни те пулнă. Попутка пулмасан утатăн ӗнтӗ, ăçта кайса кӗмелле? Светлогорска çавăн пек хутлама тиветчӗ. Вăл вăхăтра районӗпе 4 участковăй кăначчӗ. Утма нумай тиветчӗ. Çавăнпа та хӗр патне кӳршӗ яла çуран çӳресси маншăн ним те марччӗ. Дежурство çук чухне кашни каç тенӗ пекех тӗлпулаттăмăрччӗ. Çулталăк ытла каччăпа хӗр пек çӳрерӗмӗр те пӗрлешме шутларăмăр.

1989 çулхи мартăн 4-мӗшӗ умӗнхи çил-тăвăллă çанталăка пула туй та тăваймастпăр пулӗ тенӗччӗ. Анчах та туй кунӗнче лăпкă та хӗвеллӗ кун тăчӗ. Çав кунран хӗвел ялан пирӗн çула çутатса пырать. Мӗнле ӗçе те пӗрле канашласа тăватпăр.

ÇЕМЬЕ ЙĂЛИ

Кашни çемьен йăлисем пур. Пӗр-пӗрне юратакан мăшăрсем вӗсем çинчен манмаççӗ. Çапла йышлă çуралнă кунсемсӗр пуçне «Пӗрремӗш тӗлпулу кунне», «Пӗрремӗш хут чуптунин кунне», «Туй кунне» çак çемьере кашни çул паллă тăваççӗ. «Чуптунин уявне» вӗсем пӗлтӗрхи «Нэчкэбилте» кăтартнă та.

- Çак уява эпир хамăр çемье историйӗпе çыхăнтарса юрласа кăтартрăмăр, - каласа парать Людмила Прокопьева. - Ыттисем спектакль, сценка евӗр кăтартрӗç, эпир юрăпа. 7 минут хушшинче пӗртте чарăнмарăмăр. Чăваш вӗт уявра юрламасăр лараймасть. Туй юрри, хăна юрри тата ытти те. Жюрисене тыткăнлама пултартăмăр пуль çав. Ытти çӗре чӗне пуçларӗç.

ЧЕЧЕКСЕН ХУШШИНЧЕ

Прокопьевсем - нумай ачаллă çемье. Аслă виçӗ хӗрӗ Мускара, икӗ кӗçӗн хӗрӗ хăйсемпе пӗрле ялта пурăнаççӗ.

- Аслине Люба ят патăмăр, - тет Людмила Владимировна, - хамăрăн юратăва халалласа. Иккӗмӗшӗ - Юлия. Ăна ялта пӗр Юля ятлă çын та çуккипе патăмăр. Виççӗмӗшӗ - Елена, манăн анне ячӗпе. Тăваттăмӗшӗн ятне Николай суйларӗ - Ариадна. Календарьте вуласа кăларнă та, килӗштернӗ. Эпӗ хирӗçлемерӗм. Ун пек ят унччен ялта мар, районта та çукчӗ. Халӗ Акрелӗнче те пур. Пиллӗкмӗшӗ - Ника, ăна та грексен мифологийӗнчен илтӗмӗр - Çӗнтерӳ турри.

Шаймиев ятӗнчен «Анне мухтавӗ» медале Людмила Прокопьевăна качча кайнăранпа шăп 20 çул çитсен, мартăн 4-мӗшӗнче панă. Хӗрсем ашшӗпе амăшне савăнтараççӗ кăна. Аслисем иккӗшӗ ӗçлеççӗ ӗнтӗ, вăтамии иккӗмӗш курсра. Кӗрӳсем хальлӗхе çук. Пулӗç-ха.

Тата пӗр япала çинчен каласа хăвармалла: Прокопьевсен 5 хӗрӗнчен 3-шӗ мартăн 22-мӗшӗче çуралнă.

ÇАМРĂК ПЕНСИОНЕР

- Пӳрте вăрах, 6 çул турăмăр. Атте-аннесем вăйлă пулăшрӗç, тавтапуç вӗсене. Вăл çулсенче пурнăç çукрахчӗ, цветмет вăрлакансен, сăмакун сутакансен саманинче ӗçлеме тиврӗ, - каласа парать Николай. - Ӗçре ӗнтӗ тӗрлӗрен пулать. Хам ахаль хресчен çемйинче çуралнă ача, хӗрхенеттӗмччӗ сăмакун тăвакансене. Сутакансене шеллемен. Хамăр ялсене те ытла хӗсӗрлемен.

Милицирен пенсие тухсан пӗр çул кантăм та военком хăй патне ӗçлеме чӗнсе илчӗ. Çапла призыв уйрăмӗнче пӗр çул ӗçлерӗм, унтан контракт уйрăмӗнче. Анчах та ӗç çăмăл марччӗ, план тултармалла. Контрактпа хӗсмете каяс текенсем ялсенче мар, райцентрта та сахал. Виçӗ çул ӗçлесен чарăнас терӗм. Пенси пырать, илес медальсене илнӗ ӗнтӗ. Кӳршӗ-аршăсемпе лайăх тăраттăмăрччӗ те, ватăсем, шел, вилсе пӗтрӗç.

ИККӖМӖШ АННЕ

Сосновкăри шкулта техперсонал тивӗçӗсене пурнăçлакан Кристина Ярхунина каланă тăрăх, Людмила Владимировна çур яла вӗрентсе кăларнă.

«Вăл манăн пӗрремӗш учитель. Эпӗ вӗреннӗ чухне пирӗн пӗрремӗш класра 7 ачаччӗ, унсăр пуçне 2,3-мӗш классенче те ачасем пурччӗ. Вăл мана çак шкулта вӗрентсе Ульяновка шкулне кăларса ячӗ, манăн ачана та вӗрентӗ-ха тесе ӗмӗтленетӗп. Хам итлесе лартăп та урок ирттернине, учитель ӗçӗ йывăр пек туйăнать. Ак, хăш-пӗр ачисене ăнлантарать-ăнлантарать темăна. «Ăнлантăр-и?» - тесе ыйтать. «Ăнлантăмăр!» - теççӗ. Хăйсем тӗллӗн ӗçлеме тытăнаççӗ - ăнланман иккен... Татах ăнлантармалла. Пысăк чăтăмлăх кирлӗ учитель пулма.»

Çапах Сосновкăри пуçламăш шкултан вӗренсе тухнисен, пурте пӗрле вӗреннипе-и, пӗтӗмӗшле пӗлӳ шайӗ пӗчӗк тесе калама çук.

Шкулти кивӗ кăмакасене шартлама сивӗсенче кăна хутаççӗ. Вӗсем çуннă чухне вара Людмила Прокопьевна ачасемпе тăм пуканесем туса çав кăмакара типӗтет.

ÇӖРШЫВ ШАЙӖНЧЕ

2016 çул вӗçӗнче Мускавра Пӗтӗмраççейри «Çулталăк çемйи» конкурс иртет. Унта хутшăнма Тутарстанри илем тата аннелӗх «Нэчкэбил» конкурӗнче çӗнтернӗ 5 çемьене суйласа илнӗ. Вӗсем пирӗн республика ятӗнчен 5 номинацире хутшăнӗç: «Нумай ачаллă çемье», «Çамрăк çемье», «Ялти çемье», «Йăласене упракан çемье» тата «Раççейӗн ылтăн çемйи». Çак конкурсра Сосновкăри Прокопьевсем те хутшăнма хатӗрленеççӗ. Ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев