Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Ача вăл ытлашши пулмасть

«Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,- шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ. 79 çул тултарнă Раиса Кузьминична 5 хӗрпе 5 ывăл çуртса ӳстернӗ....

«Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,- шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ. 79 çул тултарнă Раиса Кузьминична 5 хӗрпе 5 ывăл çуртса ӳстернӗ. Çулӗсене кура мар вăр-вар кукамай ачи-пăчипе, мăнукӗ-кӗçӗн мăнукӗпе пӗрле (пурӗ 31-ӗн) тухсан сцена тулсах ларчӗ, аран-аран шăнăçайрӗ çемье. «Кунта Красноярск крайӗнче, Талнах хулинче тата Аксу тăрăхӗнче пурăнакан ачамсем çук-ха, ахаль те сцени пӗчӗк те шăнăçаймастăмăр», - шӳтлерӗ вăл кун çинчен каярах пирӗнпе сцена хыçӗнче тӗл пулсан та.

Регламентпа панă темиçе минут хушшинче Кваковсем хăйсен çемйи мӗнле тата мӗнпе пурăннине, амăшне, асанне-кукамăшне, мăн асламăшне-мăн кукамăшне мӗн тери хисепленине, юратнине кăтартрӗç. Çав вăхăтра «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсăн ячӗ Раиса Кузьминичнашăн шутсăр ансăр пек те туйăнчӗ, мӗншӗн тесен ун çинчен «Ӗмӗр хӗрарăмӗ» тесен тӗрӗсрех.

Ула-чăла пир кӗпи çине çакнă Анне-героиня медалӗ аякран курăнсах та кайманни унăн пурнăçне сăнларӗ тейӗн. Декрет отпускӗ мӗн иккенне пӗлмен, патшалăхран пулăшу илсе курман вăл. Кашни ачи çуралнăшăн савăннă, çӗрӗн-кунӗн ӗçлесе ура çине тăратнă çеç. Ку конкурса та акă ят-сумшăн мар, ачисем ӳкӗтленипе республикăра анне-героиня чăваш хӗрарăмӗсем пуррине кăтартас шутпа «Хӗрарăм-анне» номинацире хутшăнма килӗшнӗ. Кваковсен пысăк çемйи куракансене, çаплах жюрие те хумхантармасăр пултараймарӗ. Жюри пӗр саслăн пулсан Раиса Кузьминична Кваковăна конкурсăн «Хӗрарăм-анне» номинацире зонăри тапхăрӗн çӗнтерӳçи тесе йышăнчӗ. Риса Кузьминична çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев