Сувар

40 çул каяллахи «хит» çӗнтернӗ

Çарăмсан районӗнчи чăваш фольклор ушкăнӗсем юлашки вăхăтра вырăнти юрăсене пикенсех вӗренеççӗ. Шăпах çак юрăсем нихçанхинчен паха та халӗ. Ансамбльсем халăх юррисемпе конкурс-фестивальсене тăтăшах хутшăнаççӗ. Çитӗнӳсем те çук мар. Февраль уйăхӗнче Шупашкарта иртнӗ «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗнче Акрелӗнчи «Çăлкуç» ансамбль II степеньлӗ диплома тивӗçрӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Пилеш», Акрелӗнчи «Çăлкуç» тата...

Çарăмсан районӗнчи чăваш фольклор ушкăнӗсем юлашки вăхăтра вырăнти юрăсене пикенсех вӗренеççӗ. Шăпах çак юрăсем нихçанхинчен паха та халӗ. Ансамбльсем халăх юррисемпе конкурс-фестивальсене тăтăшах хутшăнаççӗ. Çитӗнӳсем те çук мар. Февраль уйăхӗнче Шупашкарта иртнӗ «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗнче Акрелӗнчи «Çăлкуç» ансамбль II степеньлӗ диплома тивӗçрӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Пилеш», Акрелӗнчи «Çăлкуç» тата Лагерккăри «Шăнкăрав» ансамбльсем çак кунсенче каллех Чăваш Енелле çул тытрӗç. Çӗмӗрле районӗнчи Якуртушкăнь ялӗнче иртнӗ «Эпир чаплă ăруран» фольклор ушкăнӗсен регионсем хушшинчи фестиваль-конкурса хутшăнчӗç вӗсем.

Инçе çула кӗскетни çарăмсансен хальхинче те ахаль пулмарӗ, Лагерккăри «Шăнкăрав» фольклор ушкăнӗ çӗнтерӳçӗ ята тивӗçрӗ. Сăмах май, фестиваль-конкурса çӗмӗрлесем кунти «Шанчăк» ансамблӗн 30 çулхи юбилейне халалланă.

«Хăна юрри тата «Атăл хăмăшӗ» юрра хатӗрленӗччӗ эпир. Каярах фестиваль-конкурсăн положенине пăхса тухрăмăр та унта вырăнти юрăсене юрламалла иккен. Çапла эпир «Атăл хăмăшӗ» юрă вырăнне пӗр 40 çул каялла ялта анлă сарăлнă «Ăçта каян, машина» урам юррине суйласа илтӗмӗр. Ку юрра эпир ача чухне колхозри дояркăсем машина кузовӗ çине ларса çуллахи лагере çӳренӗ чухне çав тери хитре юрлатчӗç», - каласа пачӗ «Шăнкăрав» ансамблӗн ертӳçи Зоя Ивановна Ларионова.

40 çул каяллахи ялти «хит» 40 çултан та хăй илемне çухатман ав, жюрие çав тери кăмăлне кайнă. Çапла Лагерккăри «Шăнкăрав» ансамбль хальхинче çӗнтерӳçӗ дипломне илме тивӗçнӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Пилешпе» Акрелӗнчи «Çăлкуçа» та диплом панă. Çапла хавхаланса таврăнчӗç ансамбльсем.

«Малтан фольклор юррисене питех тимлӗх уйăрмастчӗç, ялан хаваслă юрăсем ыйтатчӗç пиртен. Юлашки вăхăтра вырăнти юрăсем çине тимлӗх уйăрма тытăнчӗç»,- пӗлтерет Зоя Ивановна халăх юррисем манăçманнипе савăнса.

Сăмах май, район ертӳçисем транспортпа пулăшман пулсан, ансамбльсене кун пек фестиваль-конкурссене хутшăнма йывăртарах пулатчӗ-тӗр. Çавăнпа районти чăваш ансамблӗсем район ертӳçисене транспорт парса пулăшнăшăн чӗререн тав тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: