Сувар

Ӗлӗк хӗрарăмсем пуянрах пулнă

Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялӗ патӗнче пӗр 10-15 çул каялла вăрман лартнă чух çынсем тӗрлӗ эреш (украшени), темиçе пая пайланса ваннă чугун хуран, тимӗр япаласем тупнă. Çак вырăн ӗлӗк-авал çынсем пурăннă пӗчӗк крепоçе аса илтерет. Ăна çирӗплетнӗ вырăн çумӗпе икӗ çырма юхса пӗрлешнӗ. Тупнă япаласем камсен пулнă-ши? Чăваш наци музей...

Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялӗ патӗнче пӗр 10-15 çул каялла вăрман лартнă чух çынсем тӗрлӗ эреш (украшени), темиçе пая пайланса ваннă чугун хуран, тимӗр япаласем тупнă. Çак вырăн ӗлӗк-авал çынсем пурăннă пӗчӗк крепоçе аса илтерет. Ăна çирӗплетнӗ вырăн çумӗпе икӗ çырма юхса пӗрлешнӗ. Тупнă япаласем камсен пулнă-ши?

Чăваш наци музей ӗçченӗсем вӗсем çинчен çапла шутлаççӗ: «Эрешсем финн-угор йăхӗсен. Кун пек эрешсене вӗсене пытарнă вырăнсенче археологсем нумай тупаççӗ. Пирӗн тăрăхра финн-угорсемVI ӗмӗрччен пурăннă. Çавсен эрешӗсем вӗсем».

Ваттисем каласа панă тăрăх, çак эрешсене тупнă вырăнтан инçех мар ӗлӗк-авалхи масар пулнă.Анчах та 1750 çулта пурăнма килнӗ çынсем масар çинчи чул юпасене пӳрт никӗсӗсем тума сӗтӗрсе пӗтернӗ. Масарӗ пур-тăк, авалхи çынсен ялӗ те инçех мар пулнă.

Чугун хуран ванчăкӗсем Ылтăн Урта йăхӗсен пулнă. Чугунран тунă япаласем пăлхарсен те, вырăссен те, Европăри ытти халăхсен те малтан пулман - тăва пӗлмен. Чугунран тунă хурансемпе ытти япаласем кунта монголсемпе пӗрле çеç килнӗ.

Удмурт Республикин Халăх политикин министерствинчен çакăн пек хурав килчӗ: «Хальхи Кивӗ Шешкел, Ухинкел ялӗсем патӗнче маларах тата вăтам ӗмӗрсенче пӗрин хыççăн тепри иран, протобалтославян тата пăлхар халăхӗсем пурăннă. Кунта финн-угорсем пурăннă вырăнсем пулман. Эрешсене вара 500-мӗш çулсенчен маларах туман. Вӗсем Атăлçи пăлхарсен те, Ылтăн Уртари монголсен те пулма пултарать. Сирӗн тăрăхри улăп тăприсем (кургансем) сарматсен те пулма пултарнă. Сарматсен йăхӗ финн-угорсен халăхӗсен шутне кӗмест, вӗсем иран чӗлхипе калаçакан йăх пулнă».

Мари Республикин культура министерствин çырăвӗнчен: «Çакăн пек эрешсем вăрманлă, хирлӗ вырăнсенче тупăнаççӗ. Вӗсем финн-угор халăхӗсен пулнă тесе çирӗплетме пулмасть. Кӗмӗл эрешсене XII-XIII ӗмӗрсенче Атăлçи Пăлхар патшалăхӗнче ăсталанă. Атăлçи суту-илӳ çулӗпе кун пек эрешсем финн-угорсем патне те, славянсем патне те лекме пултарнă. Кун пек япаласене ăçта тупнă вырăнсем паллă. Хальхи Пенза облаçӗнчи Золотарево ялӗ патӗнчи ӗлӗк-авал тимӗрçи те пулнă.

Шăрçасене вара IV-XI ӗмӗрсенче тума пултарнă. Кун пек шăрçасем Индире те, Аппенин тăвӗ патӗнче те, Скандинавире те тӗл пулаççӗ. Кун пек шăрçасене Атăлçи Пăлхарта та ăсталанă.

Хальхи Тутарстанпа Самар облаçӗн чиккинче Иментково археологи культурин йăхӗсем пурăннă.Историксем çак культурăн йăхӗсене славян халăхӗсен мăн аслашшӗсем пулнă тесе шутлаççӗ. VII-VIII ӗмӗртен (пӗтӗм халăх куçнă вăхăтсенчен) ку тăрăхра пăлхар йăхӗсем пурăна пуçланă.

Хир халăхӗсем вилнӗ çынсене улăп тăприсенче (кургансенче) пытарнă. Сармат (свромат) йăхӗсем Атăл тăрăхне Урал тăвӗ тăрăхӗсенчен килсе çӳренӗ. Вӗсем куçса çӳрекен халăх пулнă. Атăлçи культурине вӗсем витӗм парайман. Ку тăрăхра нумай тытăнса тăман пулас».

Нумай çул каялла тупнă эрешсем Шешкелсемпе Ухинкел ялӗсен тăрăхӗнче V-XIV ӗмӗрсенчеçынсем пурăннине çирӗплетсе параççӗ.

- Кивӗ Шешкелпе Ӳтемӗш ялӗсем хушшинче пăлхарсем тунă вал та пурччӗ,- тесе калатчӗ пирӗн ял çынни Виталий Илюхин. Анчах та çав вала, тракторсене сухалама чăрмантарать тесе бульдозерпа тикӗсленӗ. Çавăн пекех Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗ патӗнчи вала та тикӗсленӗ. Питӗ те шел, икӗ палăк историрен çухалнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: