Сувар

Паян – чăваш халăх поэчӗн – Порфирий Афанасьевăн çуралнă кунӗ

Пирӗн ентеш халăх поэчӗ пулнишӗн эпир çав тери хӗпӗртетпӗр. Шупашкарта пурăнать пулин те Тутарстанăн паллă ывăлӗ тăван ене манмасть. Сăвăсемпе поэмăменсе час-часах Çарăмсан таврашӗсен хитрелӗхне сăнатпăр: Çарăмсанăн пӗр сыпкăм шывӗ, Мӗн пулайтăр санран ырри? Эй, атте-аннесен çӗршывӗ, Чи хитри эсӗ, чи пахи! 1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Тутар АССР-ӗнчи Çарăмсан районĕнчи...

Пирӗн ентеш халăх поэчӗ пулнишӗн эпир çав тери хӗпӗртетпӗр. Шупашкарта пурăнать пулин те Тутарстанăн паллă ывăлӗ тăван ене манмасть. Сăвăсемпе поэмăменсе час-часах Çарăмсан таврашӗсен хитрелӗхне сăнатпăр:
Çарăмсанăн пӗр сыпкăм шывӗ,
Мӗн пулайтăр санран ырри?
Эй, атте-аннесен çӗршывӗ,
Чи хитри эсӗ, чи пахи!

1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Тутар АССР-ӗнчи Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, 1960-1964 çулсенче Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, диплом илсен тăван ялĕнчи ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн икĕ çул Çарăмсан район хаçачĕн тĕп редакторĕн çумĕ пулнă. 1967 çулта Шупашкара куçса килнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн литсотрудникĕ, пай заведующийĕ, «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулнă, пилĕк çул Чăваш писателĕсен çоюзĕн правлени председателĕ, Чăваш Республикин Мире хӳтĕлекен комитечĕн тата Раççей мир фончĕн ертӳçи пулнă, Чăвашрадион тĕп редакторĕнче, каярах Чăваш Республикин Пичетпе информаци политики министрĕн çумĕнче вăй хунă.

П.В.Афанасьев поэзире, прозăра, драматургире, куçару жанрĕнче ăнăçлă ĕçлет. Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» (1992) тата «Чăваш Республикин халăх поэчĕ» (1998) хисеплĕ ятсем панă. Сăвăç çавăн пекех Çеçпел Мишши, Трубина Мархви, Иван Яковлев, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (2001).

Вăл Шупашкарта пурăнакан Тутарстанри чăвашсен «Пăлхар» ентешлӗх ертӳçин çумӗ.
Сывлăх сунатпăр, Порфирий Васильевич!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: