Сувар

Савăнтарчӗç те, куççуле те кăларчӗç

Çарăмсан районӗнчи çӗнйӗлмелсем хăйсен пултаруллă ентешӗпе, чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьевпа питӗ мăнаçланаççӗ, ăна хисеплеççӗ, юратаççӗ. Пӗлтӗр февралӗн 20-мӗшӗнче Порфирий Васильевич 75 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çӗнйӗлмелсем ăна питӗ чаплă уявласа ирттерме хатӗрленнӗччӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула, çав шутра поэтăн сывлăхӗ кăшт хавшанипе те, ун чухне проект пурнăçланаймарӗ. Порфирий Афанасьевăн...

Çарăмсан районӗнчи çӗнйӗлмелсем хăйсен пултаруллă ентешӗпе, чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьевпа питӗ мăнаçланаççӗ, ăна хисеплеççӗ, юратаççӗ. Пӗлтӗр февралӗн 20-мӗшӗнче Порфирий Васильевич 75 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çӗнйӗлмелсем ăна питӗ чаплă уявласа ирттерме хатӗрленнӗччӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула, çав шутра поэтăн сывлăхӗ кăшт хавшанипе те, ун чухне проект пурнăçланаймарӗ.

Порфирий Афанасьевăн пултарулăхӗ çарăмсансемшӗн кăна мар, пӗтӗм чăвашшăн пысăк тупра. Чăваш халăх поэчӗ ăста куçаруçă та, журналист та. Вăл СССР писательсен союзӗн пайташӗ, М.Çеçпӗл, Ф.Карим, И.Я.Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чăваш Республикин искусство тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Çулталăк ытла конференци ирттерес шухăшпа пурăнчӗç йӗлмелсем. Тӗллеве кăçал пурнăçларӗçех.

Мартăн 15-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмелри вăтам шкулта «Афанасьев вулавӗсем» республикăн наукăпа практика конфренцийӗ иртрӗ. Ăна йӗркеленӗ çӗре асăннă шкулсăр пуçне ТР Çарăмсан районӗн Ӗçтăвком комитечӗн «Вӗрентӳ пайӗ» муниципаллă учреждени хутшăннă.

Проект авторӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Захарова пӗлтернӗ тăрăх, мероприятие январь уйăхӗнчех хатӗрленме пуçланă. Кӳршӗллӗ районсем те хапăлласах хутшăнма килӗшнӗ, çавсен шутӗнче Элмет, Элкел, Анат Кама, Алексеевски, Лениногорск, Черемшан районӗсем.

  • Республикăри чăваш шкулӗсенчи чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсемпе ку вăхăтра нумай çыхăнтăмăр. Телее, халь ватсап пур. Пирӗн ӗçре вăл пысăк пулăшу. Шухăшсене çиччас çитеретпӗр. Проекта хатӗрленӗ çӗрте пире ЧНКА çамрăксен енӗпе ӗçӗсен ертӳçи Артем Носков, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев, Çарăмсанри ЧНКЦ председателӗ Лидия Квакова пулăшрӗç. Кун пек ӗçре спонсорсемсӗр май çук. Хамăр ял çынни Виталий Ухливановпа «Сульча» тулли мар яваплăхлă обществăн директорӗ Хамзя Хаматов пысăк тӗрев пачӗç. Пурне те тав, - терӗ Марина Анатольевна.

Наукăпа практика конференцийӗ çӳллӗ шайра иртрӗ. Икӗ секцие пайланса ӗçлерӗç хутшăнакансем. Мана Тутарстанри чăваш çыравçисемпе - Антонида Саушкинапа Валентин Бурайкинпа пӗрле жюри йышӗнче Порфирий Афанасьевăн сăввисемпе хайлавӗсене илемлӗ вулассипе конкурсӗнче пулма тӳр килчӗ. Калама çук савăнтарчӗç вӗренекенсем. Конкурс виçӗ тапхăртан тăчӗ: малтан кӗçӗн (1-4-мӗш классем), унтан вăтам (5-8), вара аслă (9-11) класрисем сăвăсемпе монологсем вуларӗç, çыравçăн поэмисемпе повеçӗсем тăрăх постановкăсем лартрӗç. Халăх поэчӗн пултарулăхне кашни енчен туллин уçса пачӗç вӗсем. Савăнтăмăр та, хурлантăмăр та, куççуль те тухрӗ итлесе ларнă вăхăтра. Шкул ачисем питӗ лайăх хатӗрленнине чи малтан палăртас килет. Кунта ӗнтӗ вӗрентекенсен тивӗçӗ те пысăк.

  • Хатӗрленнӗ хушăра пӗр ачаран та мӗне кирлӗ вăл чăваш чӗлхи тенине илтмерӗм. Савăнсах уроксем хыççăн репетицисене çӳрерӗç, - пӗлтерчӗ каярах Марина Анатольевна.

Жюрие çӗнтерӳçӗсене палăртма çав тери йывăр пулчӗ. Пӗринчен тепри илемлӗрех вуларӗç сăвăсене, кӗскисене те мар вăрăм хайлавсем суйласа илнӗ тата, артистсенчен пӗрре те кая мар. Çӗнтерӳçӗсене виçӗ категорипе хакласа палăртрăмăр. Кӗçӗн класрисем хушшинче пӗрремӗш вырăна Лениногорскри Çӗнӗ Шешкел вăтам шкулӗн вӗренекенӗ Игорь Ванюков, вăтам класрисем хушшинче Елизавета Бикбова (Элмет районӗ, Патраклă), аслисем хушшинче Александра Краснова (Çарăмсан районӗ, Акрель) йышăнчӗç. Проза вулассипе Александра Павловăна (Çарăмсан, Çӗнӗ Йӗлмел) çитекенни пулмарӗ. Постановкăпа «Юратăр тӗнчене» хайлавсен пуххинчи сăвăсене вуласа Çарăмсанри Акрель вăтам шкулӗнчи кӗçӗн класра вӗренекенсем палăрчӗç.

Пӗтӗмпе кашни категорире икӗ II мӗш, виçӗ III мӗш вырăнсем палăртрăмăр. Мероприяти пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме путаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: