Сувар

Тутарла калаçакан чăвашсене телевизорпа кăтартӗç

Мультиплексри 21-мӗш кнопкăна Тутарстанри телеканалсен хушшинче ТНВ çӗнсе илнине пула вăл хăйӗн передачисен тытăмне те анлăлатма шутлать пулмалла. Тутарсемпе вырăссемсӗр пуçне республикăри ытти халăхсен представителӗсене те передачăсенче ӳкерӗнме йыхравлаççӗ. Нумай пулмасть кăна Çарăмсан районӗнчи чăвашсем «Башваткыч» («Пуçватмăш») вăйăра ӳкерӗнчӗç. Акă вӗсене хăçан телевизорпа кăтартассине те пӗлтӗмӗр. Мартăн 31-мӗшӗнче, 13.00 сехетре...

Мультиплексри 21-мӗш кнопкăна Тутарстанри телеканалсен хушшинче ТНВ çӗнсе илнине пула вăл хăйӗн передачисен тытăмне те анлăлатма шутлать пулмалла. Тутарсемпе вырăссемсӗр пуçне республикăри ытти халăхсен представителӗсене те передачăсенче ӳкерӗнме йыхравлаççӗ. Нумай пулмасть кăна Çарăмсан районӗнчи чăвашсем «Башваткыч» («Пуçватмăш») вăйăра ӳкерӗнчӗç. Акă вӗсене хăçан телевизорпа кăтартассине те пӗлтӗмӗр. Мартăн 31-мӗшӗнче, 13.00 сехетре çак вăййя ТНВ канал кăтартӗ. «ТНВ-планета» каналпа ăна апрелӗн 1-мӗшӗнче 11.00 тата 19.00 сехетре пăхма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: