Сувар

Йăвашкел чăвашӗ Шолоховпа пулла çӳренӗ

Ялтан ачаллах тухса кайнă Василий Петрович Вареев 1967 çулта хăй тупăнать. Ял канашне тăванӗсене шыраса хут ярать. Лере ун пек хушаматлă çынсем çук теççӗ. Акрелӗнчи тăванӗ сывă пулнă,вăл çыру çыраканӗ кам пулнине палласа илет. Василий Петрович Вареевăн шăпи питӗ кăсăк. Çарăмсан тăрăхӗнчи Йăвашкелӗнче Вареевсем тăватă пӗртăван пурăннă - Петӗр, Йăван,...

Ялтан ачаллах тухса кайнă Василий Петрович Вареев 1967 çулта хăй тупăнать. Ял канашне тăванӗсене шыраса хут ярать. Лере ун пек хушаматлă çынсем çук теççӗ. Акрелӗнчи тăванӗ сывă пулнă,вăл çыру çыраканӗ кам пулнине палласа илет.

Василий Петрович Вареевăн шăпи питӗ кăсăк. Çарăмсан тăрăхӗнчи Йăвашкелӗнче Вареевсем тăватă пӗртăван пурăннă - Петӗр, Йăван, Макçăм тата Еремей. Петӗрӗн Ваççа ятлă ывăл, Макçăмăн Марфа ятлă хӗр пулнă. Ыттисем пекех хресчен ӗçӗпе пурăннă вӗсем, революцие, Граждан вăрçине тӳссе ирттернӗ... Анчах выçă 1921 çул çитет. Кӳршӗри Акрелӗнче çынсем нумай вилнӗ, йăвашкелсем вара выçлăхран ют çӗре кайса хăтăлма тăрăшнă. Вареевсен Макçăмӗ хастар çын пулнă, вăл влаçсенчен 8 вагон ыйтса илет те, пӗтӗм йăх-несӗлне, ытти тăванӗ-пӗлӗшне тиесе Алтая илсе каять. Анчах çул çинчех вӗсем çине тиф чирӗ тапăнать. Аслисенчен чылайăшӗ чирлесе вилет. Вареевсенчен 12 çулти Ваççа тата Марфа çеç сывă юлаççӗ. Çапла Василий Барнаулти ача çуртне çакланать. Унта вăл пианино калама вӗренет, ӳкерес ӗçре палăрать тата «Пионерская правдăна» заметкăсем çырма хăнăхса каять.

1927 çулта Кузбасри ту техникумӗнчен вӗренсе тухать. Унта пулнă вăхăтра та вăл Кемеровăри хаçатсене çыркаланă. 1931 çулта Новокузнецкри металлурги комбинатне тума тытăнаççӗ. Василий унта практика иртет. Стройка çинчен статьясем çырать.

1932 çулта авланса Кемеровăна ку­çать. Кунта «Кузбасс» хаçатра ӗçлесе хаçатçăсен шкулӗнче вӗренет. 1936 çулта ăна Новокузнецка «Большевистская сталь» хаçата ӗçлеме чӗнсе илеççӗ.

ВĂРÇĂ ÇУЛӖСЕМ

Вăрçă умӗн Вареевсен ывăлпа хӗр çуралать, мăшăрӗ Раиса Александровна медика вӗренсе тухать, Василий Петрович хăй радиоузела ӗçлеме куçать.

Çӗршыва нимӗçсем тапăнсан Вареев доброволец пулса вăрçа тухса каять. Арă­мӗ те çар госпиталӗнче ӗçлет. 1941 çулта Ельня патӗнче Вареева амантаççӗ. Сывалнă хыççăн вăл каллех çар ретне тăрать. 1944 çулта татах амантаççӗ, анчах вăйлах мар. Командовани ăна «Гвардеец» хаçата ӗçлеме ярать. Вутран хăраман чăваш фронтăн малти ретӗнчи подразделенисенче ӗçлесе хаçата чӗрӗ материалсемпе тивӗçтерсе тăнă. Унăн наградисем - Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ тата «За отвагу» медаль.

Вăрçă хыççăн Вареевсем Казахстанра йăва çавăраççӗ. Василий Петрович Уральск хулинче «Казахстанская правда» хаçатра ӗçлеме тытăнать, унтан «Приуралье» хаçата куçать.

Иккӗмӗш сыпăкри йăмăкӗ Марфа тăван ялне таврăнма пултарать. Вăл Акрельне качча тухать. 1960 çулсенче вӗсем Ваççапа пӗр-пӗрне тупаççӗ. Çавăнтанпа фронтовик ентешӗсемпе çыхăну тытма тытăнать.

ШОЛОХОВПА ЮЛТАШЛАННИ

Çак туслăх 1956 çулта пуçланса паллă çыравçă мӗн пурнăçран уйрăличченех тăсăлать. Унăн историйӗ çакнашкал. Вăрçă вăхăтӗнче Казахстанри Уральск хулине Шолоховăн çемйине эвакуацилеççӗ. Вăрçă хыççăн писатель Уральск çывăхӗнчи Яик юханшывра канма юратнă. Çакнашкал канусенчен пӗринче унăн фронт­ри юлташӗ Петр Гавриленко Михаил Александрович Шолохова Вареевсемпе паллаштарать. Юлташланаççӗ.

Çавăнтанпа Шолоховсен çемйи Приуральене килсен кашнинче Вареевсем патӗнче чарăнакан пулать. Шолоховсем дача тунă хыççăн Вареевсем вӗсем патне хăнана çӳреме тытăнаççӗ. Арçынсем иккӗшӗ те пулă тытма юратнă. Калемпе çыхăннă çынсен пӗрлехи интерессем нумай тупăнаççӗ. Литературăри пултарулăх пирки вӗсем чылайччен калаçса ларнă. Питӗ çывăх тăнă çемьесем. Нобель премийӗн лауреачӗ кашнине пулă шӳрпи пӗçерсе памасть.

1972 çулта Шолоховсем чӗннипе Вареевсем Вешенская станицăра та пулса кураççӗ. Унта палăртнă пек пӗр эрне мар, тараватлă хуçа патӗнче иккӗ ытла пурăнма тивет вӗсен. Çемьесен туслăхӗ паллă çыравçă çӗре кӗрсен те татăлмасть.

ХĂЙ ТЕ ÇЫРАВÇĂ

1907 çулта çуралнă Василий Петрович Вареев 1998 çулта 92-ке кайсан вилет. Ăна Уральскра пытараççӗ. Вареевсен хӗрӗ Тамара техника библиотекинче ӗçленӗ. Вăл халӗ те Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховăн пултарулăхне сарас тӗлӗшпе ӗçлет. Тамара Васильевна 2010 çулта Йăвашкелӗнче ашшӗ çуралнă вырăнта, тăванӗсем патӗнче пулса курать. Вареевăн иккӗмӗш сыпăкри тăванӗ Федор Тимофеев та Василий Петровичăн вилтăпри çинче пулса пуç таять.

Вареев икӗ кӗнеке авторӗ. Пӗрремӗшӗ «Люди темпов» 1932 çулта Омскри издательствăра тухать. Кӗнекере Новокузнецк­ри металлурги комбиначӗн пӗрремӗш домнисем мӗнле ӗçлесе кайни çинчен каласа панă. Комсомолецсен пӗрремӗш пухăвӗсем, ют çӗршыв консультанчӗсем, пӗтӗмӗшле ӗç хунани çинчен çамрăк çыравçă хавхаланса çырса кăтартать.

Иккӗмӗш кӗнекине Вареев «Казахстанская правда» хаçатăн ятарлă коррес­пондентӗнче ӗçленӗ вăхăтра 1952 çулта кăларать. Вăл «Гора Вишневая - Каспийское море» ятлă.

Юлашки çулӗсенче Василий Петрович Чапаевăн 25-мӗш дивизийӗ çинчен питӗ пысăк материал пуçтарнă, анчах та ӗлкӗ­реймен...

АСĂНУ ХĂМИ

Февралӗн 10-мӗшӗнче Йăвашкелӗнчи вăтам шкулта чаплă лару-тăрура Василий Вареевăн асăну хăмине уçрӗç. Çак ӗçе Акрелӗнче пурăнакан энтузиаст, çыравçăн тата журналистăн тăванӗ Федор Ильич Трофимов пуçарнă. Ăна Йăвашкелӗнчи фермерсемпе усламçăсем пулăшнă. Асăну хăмине уçма Çарăмсан районӗн пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыр­шина, Çарăмсанри мемориал директорӗ Валентина Захарова, Йăвашкелӗнчи ватăсем, тыл ӗçченӗсем тата ытти хăнасем хутшăннăччӗ.

Асăну хăмине Миляуша Батыршинапа Федор Трофимов уçрӗç. Шкул ачисем ун умне чечексем хучӗç. Сăмах калакансем сахалăн пулмарӗç. Каярах вырăнти Культура керменӗнче уяв концерчӗ пулчӗ. Ун умӗн Валентина Захарова Василий Вареев кун-çулӗ çинчен видео-презентаци ирттерчӗ. Ун хыççăн Йăвашкелӗнчи çитӗннӗ çынсен «Мерчен» ансамблӗ, ачасен «Ахах-мерчен» ташă ансамблӗ, Акрелӗнчи аслă çулти çынсен «Кăвак çеçкесем» ансамблӗ концерт кăтартрӗç. Сăвăсемпе такмаксем калакансем те пурччӗ. Ку ӗçре уйрăмах Александр Ефимов палăрчӗ. Федор Трофимов хăйне çак пысăк ӗçре пулăшакансене асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: