Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Кам калать Аксу комбайнерӗсем ташламаççӗ тесе?

Çумăр час-часах çукаланипе Атăл леш енчи районсем тырçие хальлӗхе пурте тухайман пулсан, Кама леш енче ӗç хӗрсе пырать. Аксу районӗ, тӗслӗхрен, кăçал республикăра чи малтан тырçие тухаканнисенчен пӗри пулчӗ. Çанталăка кура тухăçа кунта май пур таран хăвăртрах пухса илме тăрăшаççӗ, çавăнпа çӗр ӗçченӗсем талăкӗпех темиçе сменăпа ӗçлеççӗ. Паллах, кун пек...

Çумăр час-часах çукаланипе Атăл леш енчи районсем тырçие хальлӗхе пурте тухайман пулсан, Кама леш енче ӗç хӗрсе пырать. Аксу районӗ, тӗслӗхрен, кăçал республикăра чи малтан тырçие тухаканнисенчен пӗри пулчӗ.

Çанталăка кура тухăçа кунта май пур таран хăвăртрах пухса илме тăрăшаççӗ, çавăнпа çӗр ӗçченӗсем талăкӗпех темиçе сменăпа ӗçлеççӗ. Паллах, кун пек чух кану çинчен сăмах çук. Совет Союзӗ вăхăтӗнче те тырçи пирӗн тăрăхра çăмăл иртмен-ха, апла пулин те çӗр ӗçченне мӗнле те пулин хавхалантарма майне тупнах, калăпăр, агитбригадăсем йӗркелесе.

Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗнчи ялсен Культура çурчӗсен ӗçченӗсем çак ырă йăлана çӗнӗрен чӗртнӗ иккен. Кунта августăн 5-мӗшӗнче агитбригада хирсене тухассине йӗркеленине хыпарлать район сайчӗ. Çапла майпа вӗсем хăйсен ял хутлăхӗн территорийӗнчи хуçалăхсен çӗр ӗçченӗсемпе комбайнерӗсене кăнтăр апачӗ вăхăтӗнче концерт программипе савăнтарнă. Авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа тата килти сăрапа сăйланă. Комбайнерсене чăвашла такмак каласа ташлаттарма та ӳркенмен. Çакă ӗнтӗ йăлтах çӗр ӗçченне, унăн йывăр, анчах питӗ кирлӗ ӗçне хисепленине кăтартать.

Артистсем ентешӗсене юрă-ташăпа савăнтарнă май малалли ӗçре ăнăçу, лайăх çанталăк тата тухăçа хăвăртрах пухса кӗртме ăнăçу та суннă. Паллах, вырăнти артистсем çакăн пек парне тăвасса çӗр ӗçченӗсем кӗтмен, ара, агитбригадăсем тахçанах манăçа тухнă-çке. Ырри вара манăçмасть иккен, юрă-ташă халӗ те ӗçре пулăшать, кăмăл-туйăма çӗклет. Концерт хыççăн комбайнерсем тата тухăçлăхрах ӗçлессе иккӗленместпӗр. Хăйсем калашле, капла йывăр ӗç те çăмăлрах вӗт. Вӗсем артистсен кашни юрри-ташшине хыттăн алă çупса йышăннă.

Маттур аксусем, çӗр ӗçченӗсене çакăн пек кану халӗ нихçанхинчен те кирлӗрех, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнче пысăк задача - тухăçа хăвăртрах тата çухатусăр пухса кӗртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев