Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Çурхи ӗçсене республикăра вăхăтлă вӗçлемелле

Тутарстанри Ял хуçалăх министерствин кăтартăвӗсем тăрăх, майăн 11-мӗшӗ тӗлне республикăра çурхи культурăсене 1221,7 пин гектар çинче акса пӗтернӗ. Çак кăтарту акăнаккан пӗтӗмӗшле лаптăкăн 69 проценчӗпе танлашать. Ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов ака ӗçӗсемпе паллашсах тăрать. Ку эрнере те вăл Камскоустьински тата Пăва районӗсенчи хирсенче пулчӗ. Министр сăмахӗсемпе, ака ӗçӗсем майăн...

Тутарстанри Ял хуçалăх министерствин кăтартăвӗсем тăрăх, майăн 11-мӗшӗ тӗлне республикăра çурхи культурăсене 1221,7 пин гектар çинче акса пӗтернӗ. Çак кăтарту акăнаккан пӗтӗмӗшле лаптăкăн 69 проценчӗпе танлашать. Ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов ака ӗçӗсемпе паллашсах тăрать. Ку эрнере те вăл Камскоустьински тата Пăва районӗсенчи хирсенче пулчӗ. Министр сăмахӗсемпе, ака ӗçӗсем майăн варринче вӗçленмелле, унтан акнă анасене сӳрелеме пуçлӗç.

Ака ӗçӗсене пуринчен малтан Заинск (палăртнинчен 94 процент акнă), Пăва (75 процент), Азнакай (71 процент) Арск (70 процент) районӗсем вӗçлесе пыраççӗ.

Районсен хирӗсенче Марат Ахметов кӗрхи культурăсем еплерех вăй илнипе паллашрӗ, вăрлăхсен куравне хакларӗ. «Ак Барс» Холдиг компанийӗн генеральнăй директорне Иван Егорова министр ял хуçалăх предприятийӗсене техникăпа тивӗçтерессине вăйлатма сӗнчӗ, унсăрăн ака вăраха тăсăлма пултарать. Тăпрари нӳрӗк çителӗклӗ чухне акса хăварсан лайăхрах пулнине ял ӗçченӗсем пурте ăнланаççӗ. Пӗлтӗр ку вăхăт тӗлне 933,4 пин гектар çурхи культура кăна акăннă пулнă.

Çӗнӗ акакан техника кирлине «Ак Барсăн» «Тăхăрьял» хуçалăхӗнче аван чухлаççӗ. Вăл çителӗксӗр пулнипе ака бригадисем пӗр ял хирӗнчен теприне хăвăрт куçса çӳреме тивет. Акă Чăваш Киштек çӗрӗсене те мертлӗсем акатчӗç. Хальлӗхе вӗсен кивӗ агрегатсемпе усă курма тивет. Техника çӗмӗрӗлмесен пӗр сеялка кунне 40 гектара яхăн акаять. Пăрçа лайăх ӳстӗр тесе ăна нӳрлетсе, имçамласа акаççӗ.

Кăçал республикăра акăнмалли лаптăк пурӗ 2,9 миллион гектар çӗр, вӗсенчен 1,8 миллион гектарӗ çинче çурхи культурăсене акмалла. Пăрçа йышши тата тӗш-тырă культурисене 1,6 миллион гектар, техника культурисене 315,8 пин гектар, выльăх апачӗллӗх культурăсене 1 миллиона яхăн гектар çинче акӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев