Каникул вăхăтӗнче Ванюк Аксупа Нурлата çитрӗ

Раштав уявӗ умӗн Чăваш Республикин Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ ТР Чăваш наципе культура автономийӗн парнине Аксу тата Нурлат районӗнчи пӗчӗк куракансем патне çитерчӗ. Январӗн 6-мӗшӗнче «Ванюк ӗçе хăнăхать» спектакле Аксури Культура керменӗнче тата Нурлатри Туслăх Çуртӗнче кăтартрӗç. Аксура Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă мыскарана курма ачасем ялсенчен кăна килменччӗ....
Раштав уявӗ умӗн Чăваш Республикин Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ ТР Чăваш наципе культура автономийӗн парнине Аксу тата Нурлат районӗнчи пӗчӗк куракансем патне çитерчӗ. Январӗн 6-мӗшӗнче «Ванюк ӗçе хăнăхать» спектакле Аксури Культура керменӗнче тата Нурлатри Туслăх Çуртӗнче кăтартрӗç. Аксура Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă мыскарана курма ачасем ялсенчен кăна килменччӗ. Райцентртисем вара чăвашла ăнлансах камаççӗ. Çавăнпа та администраци ыйтнипе, ыттисем те ăнланччăр тесе, актерсен спектакле вырăсла выляма тиврӗ. Кун пек кайсан малашне сурдоперевод пирки шутлас пулать тесе пӗтӗмлетӳ турӗç ЧНКА Ӗçтăвкомӗнче районсенче концертсемпе спектакльсем ирттерме явапланă çӗнӗ çынсем. Апла пулин те çак кӗтменлӗх постановкăн пӗлтерӗшӗпе хăватне пӗрре те чакармарӗ. Чипсыпе кола сиенлӗхӗ, хамăр пахчара ӳснӗ çимӗçсен усăлăхӗ, сывлăха упрасси, çӗр ӗçне вӗренесси - пӗтӗмӗшле илсен - тавракурăма сарасси çинчен çак хула ачи ялти кукамăш патне канма кайни çинчен каласа паракан спектакль.
Вăл пуçланиччен фойере «Сувар» хаçат ӗçченӗсем чăрăш умӗнче сăвă калакан ачасене парне пачӗç - чăвашла календарь.
Январӗн 8-мӗшӗнче «Ванюк ӗçе хăнăхать» спектаклӗн чăвашла версине 10.00 сехетре Кивӗ Çӗпрелӗнчи Культура керменӗнче, 14.00 сехетре Пăва районӗнчи Кипеккассинчи çӗнӗ клубра курма пулӗ. Ачасем кăна мар, аслисем те кăсăкланса пăхса лараççӗ ăна. Ӗненместӗр пулсан, ачăрсене çавăтăр та килсе курăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.2400
-
25 февраля 2021 - 10:52СалаваTIK - Әпипә / Татарская народная песня / Присоединяйся к "СалаваTik"ам.2600
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....13901
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ13000
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.7101
-
19 февраля 2021 - 09:54Юратнă аттене, кукаçее, асаттене, тăвана чун-чӗререн юратса юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Юрий Григорьевич НИКИТИН февралӗн 7-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ9602
-
19 февраля 2021 - 09:48Чăваш Енри пӗтӗм тăванӗсем саламлаççӗАксу поселокӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Çарăмсан районӗнчи Анат Каменка участокӗнче тăрăшакан врач, юратнă Алевтина Александровна ПРОСВИРКИНА февралӗн 19-мӗшӗнче юбилейне паллă тăвать9100
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ244800
-
22 февраля 2021 - 12:15«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан Никифоровсем Тӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет. Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.20801
-
22 февраля 2021 - 12:04Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ Николай Софонов: «БМПна тракторпа танлаштараймăн» Николай Софонов Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амăшӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем Тимофейпа Мария Софоновсем, ăна шанчăклă, хăюллă пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Çакă Николая Афган вăрçин йывăрлăхӗсене тӳссе ирттерме пулăшнă та каярах. Вăл 108-мӗш дивизин 781-мӗш уйрăм батальонӗн 2-мӗш разведротинче хӗсмет иртнӗ. Икӗ хутчен «Хастарлăхшăн» медале тивӗçнӗ. Николайăн Афганистанри хӗсметпе çыхăннă асаилӗвӗсемпе паллашма сӗнетпӗр сире, хаклă вулакансем.18801
-
22 февраля 2021 - 11:58Тимофей Туйдуков ачасене Афган вăрçинче хăйӗн куçӗпе курнине каласа пачӗ Февралӗн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс шкулӗнче совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 32 çул çитнине халалласа «Афганистан: паттăрлăх тата астăвăм» ятпа асăну мероприятийӗ иртрӗ. Ăна истори вӗрентекенӗ В.Н.Тихонов хатӗрленӗ. Ялти библиотекарь Л.Караева шкулта вӗренекенсене Афган вăрçи çинчен, унта совет салтакӗсем кăтартнă паттăрлăх пирки тӗплӗн каласа пачӗ.17400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика