Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Вăман айӗнче, Саврăшпуçӗнче...

Çак пурте пӗлекен юрăри сăмахсене тӳрре кăларса Аксу районӗнчи саврăшпуçсем Уява шăп çавнашкал вырăнта ирттерме шутланă. Ку ӗçре вырăнти хăйтытăмлăх канашӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, ялти депутатсем, культура çурчӗн ӗçченӗсем тӗплӗн хатӗрлени тӳрех сисӗнчӗ. Район администрацийӗ те айккинче юлмасть. Çавăнпах пулӗ Аксу районӗнчи Уява çынсем çулсерен чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Çӗр хăвачӗ -...

Çак пурте пӗлекен юрăри сăмахсене тӳрре кăларса Аксу районӗнчи саврăшпуçсем Уява шăп çавнашкал вырăнта ирттерме шутланă. Ку ӗçре вырăнти хăйтытăмлăх канашӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, ялти депутатсем, культура çурчӗн ӗçченӗсем тӗплӗн хатӗрлени тӳрех сисӗнчӗ. Район администрацийӗ те айккинче юлмасть. Çавăнпах пулӗ Аксу районӗнчи Уява çынсем çулсерен чăтăмсăррăн кӗтеççӗ.

Çӗр хăвачӗ

- Аксусен Уявĕнче мӗнле-тӗр асамлăх пур. Вăл çӗртен тухса тăракан хăват пек вăй парса тăрать, - терӗ пире Саврăшпуçӗнчи Уявра пӗрремӗш хут пулса курнă Шупашкар хăни, Тутарстанран тухнă чăвашсен «Пăлхар» ентешлӗхӗн председателӗн çумӗ Валерий Сандимиров.

Аксусем шкулта е кӗнекесем вуласа вӗренмеççӗ Уяв юррисене, вӗсене аслисем вӗрентсе хăвараççӗ. Çичӗ тӗрлӗ кӗвӗ, çичӗ тӗрлӗ юрă, çичӗ тӗрлӗ хускану.... хӗрсен пуç кăшăлӗсем те хирти çичӗ тӗрлӗ чечекрен. Кун пек Уяв ирттерекенсем Кама леш енчи районсенче урăх çук-тăр: аксусем параппан шаккаса çӗре савăл çапса кртеççӗ.

Ӗлӗкхи Уявăн илемне, хăйевӗрлӗхне, тӗне кӗричченхи пурнăçа уяс йӗркене упраса хăварса паянхи куна илсе çитерме мӗн хистет-ши вӗсене? Атăл леш енчи чăвашсем маннă вӗт ӗнтӗ вăл йăласене... Унта ытларах Акатуй тăваççӗ. Кунта вара сӗм-авалхи Уяв та сыхланса юлнă.

Консервативлăх

Тӗпчевçӗсем çакна Патша вăхăтӗнче Пăва, Елчӗк, Теччӗ енчи чăвашсем ӗлӗкрен вăйлă аталаннă шыв çулӗпе - Атăлпа юнашар пурăннипе, çавна кура кӗпӗрнесен тӗп хулисене - Чӗмпӗрпе Хусана хăвăрт çитме пултарнипе, урăхла каласан, вăл вăхăтри цивилизацие çывăх пулнипе çыхăнтараççӗ. Индустриализаци, унпа пӗрле христианизаци те вăл тăрăхсене маларах кӗрсе халăх пурнăçне улăштараççӗ. Хула çывăхлăхӗ чăвашлăха пӗтерет. Ак, халӗ Хусан çывăхӗнчи Лайăш, Çӳльту районӗсенчи чăваш ялӗсенчен ячӗсем кăна тăрса юлнă. Тури Услон районӗнчи Канаш ялне кăна кайса пăхăр. Унта ӗнтӗ 10 çул никамта чăвашла вуласшăн мар...

Аксу тата çывăхри районсенче урăхларах лару-тăру. Кунта йăласене те тӗплӗнрех туса пыраççӗ. Ӗлӗк уес хули пулнă Чистайсăр пуçне пысăк индустрийăллă хуласем кунта Брежнев вăхăтӗнче кăна хăпарма пуçларӗç. Апла-тăк, пурнăç йӗркин никӗсӗсем ытла улшăнман. Çакă пулăшнă та Уяв йăлисене упраса хăварма. Уяв кăна мар. Калăпăр, çурта хирӗç урам урлă кӗлетсем ларнине, çӗр улми йăранӗсене лаша вырăнне çынна «кӳлсе» çурнине, тӗне кӗменнисем еплерех чӳкленине эсир Кама леш енче кăна курма пултаратăр.

Хăййевӗрлӗх

Паянхи Уяв илемне ăна курма килекен тутарсем, вырăссем, ытти халăхсем (çав шутра ют çӗршывран килнисем те) палăртаççӗ. Унăн пӗлтерӗшне тӗпӗ-йӗрӗпе ăнланма пултараймаççӗ пулин те, хӗрлӗ-шурă тӗслӗ тумлă, пуçӗсене кӗмӗл тăхăннă халăх йышӗ картана тăрса уявланине курсан куçӗсем алчăраса каяççӗ. Çав тери хăватлă çав ункăн ӗмӗртен пыракан вăйӗ, курăмлăхӗ. Кама леш енчи чăвашсен чи пысăк савăнăçӗ, вӗсен культура хăййевӗрлӗхне уçса кăтартакан элемент, халăх кăмăл-сипечӗ мӗнлерех ăнлавсемпе чăнлăхсем çинче никӗсленсе пынине ăнкарма пулăшакан меслет вăл Уяв. Тавтапуç ăна паянхи кунччен упраса пынăшăн.

Çӗр çинче ушкăнăн-ушкăнăн ăçта кăна пурăнмаççӗ чăвашсем. Таçти Инçет Хӗвелтухăçри, Çӗпӗрти вырăнсенче те пӗрлерех тăма тăрăшаççӗ. Вӗсене чӗлхе пӗрлӗхӗ, культура çывăхлăхӗ тата Уяв, Акатуй, Чӳклеме пек йăласен хăвачӗ пӗрлештерет. Аксури уявра та хуларан килнисем ял çыннисем чухлехчӗ. Уяв пур чух чун ырлăх патне туртăнать, этеме хăват кӗрсе пырать, хавхаланса юрă юрлас килет. Çакна Саврăшпуçне эстрада çӗнӗлӗхӗсене кăтартма килнӗ Типшӗм Сашук та ăнланчӗ пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X