Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Алексеевски (Алексеевский)

Чунӗ хитре, чӗри юрлать

Çапла ят панăччӗ чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Николай Сергеевич Семеновăн 2012 çулта пичетленсе тухнă «Чун ăшши» кӗнекин умсăмахне. Унта вăл Тутарстанри Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан сăвăçăн ӗçне пур енлӗн хакланă. «Николай Семеновăн сăввисем тӗлӗнмелле, чӗрене ярса илеççӗ, чуна пырса тивеççӗ. Ялти поэтăн кашни йӗрки чунӗ витӗр тухнă....

Çапла ят панăччӗ чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Николай Сергеевич Семеновăн 2012 çулта пичетленсе тухнă «Чун ăшши» кӗнекин умсăмахне. Унта вăл Тутарстанри Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан сăвăçăн ӗçне пур енлӗн хакланă. «Николай Семеновăн сăввисем тӗлӗнмелле, чӗрене ярса илеççӗ, чуна пырса тивеççӗ. Ялти поэтăн кашни йӗрки чунӗ витӗр тухнă. Ӗçе юратакан чăвашăн чунӗ те хитре, чӗри юрлать. Çак туйăмсене вăл хăйӗн хайлавӗсенче çырса кăтартать», - тесе палăртнă Михаил Николаевич.

Çакă тӗрӗс те. Кунсăр пуçне Н.Семеновăн ытти талантсем те çителӗклех. Ялти ӳнерçӗн, скульпторăн, сăвăçăн килӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ темиçе çул каялла. Çурта кӗрсенех тӗрлӗрен ӳкерчӗксем, йывăçран касса ту­нă йышлă кӳлепесем куçа курăннăччӗ. Куçӗ вăл вăхăтра япăх курнă пулин те тӗрлӗ япаласем касса кăларма, ӳкерме пăрахман Николай Сергеевич. Сăвăсем çырмасăр та чăтаймасть ун чунӗ. Эпир пыриччен çеç сăвăç чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши çинчен питӗ çе­пӗç те хитре йӗркесем хайланăччӗ. Ӳкерчӗкӗсем, скульп­турисем мӗнле çурални çинчен те тӗплӗн каласа панăччӗ пире ун чухне ăста.
Çавăн хыççăн темиçе хутчен те тӗл пулнă ылтăн алăллă, пултаруллă чăваша. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнă май, союз ӗçне активлă хутшăнать вăл, сывлăхӗ хавшаса пырать пулин те, кашни пухурах сăмах тухса калать.
Николай Сергеевич 1931 çул­хи декабрӗн 15-мӗ­шӗнче Чăваш Майни ялӗнче вăрманçă çемйин­че çуралнă. Çамрăклах çурма тăлăха юлнă. Ашшӗ Сер­гей Се­менович вăрçăра пуç хунă. Тăваттăмӗш класс хыç­çăнах вӗренӗве пăрахса аслисемпе пӗрле ӗçе кӳлӗнме, амăшне Агриппина Григорьев­нăна пур енлӗн пулăшма тивнӗ. Тăватă ача юлнă вӗт-ха вӗсем амăшӗн. Пӗчӗкӗллех Коля выльăх кӗтнӗ, тӗрлӗ ӗçе çӳренӗ. 40 çул ытла колхозра вăй хунă, платникре, кладовщик­ре, ферма заведующийӗнче, кочегарта, хуралта тăрăшнă. Тивӗçлӗ канура та ахаль лармасть: сăвăсем çырать, ӳкерет, йывăçран питӗ илемлӗ кӗлеткесем ăсталать.
Унăн поэзине ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ, ЧР халăх писателӗ, академик Юхма Мишши пысăка хурса хакланă. Вăлах сăвăсене йӗркене кӗртме, кӗнеке кăларма пулăшнă. Çавна май 2012 çулта сăвăçăн пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнă. Унта Н.Семеновăн тӗрлӗ çулсенчи сăввисем кӗнӗ. Çавăн хыççăн сăвăç пултарулăхӗ тата та малалла аталаннă, çӗнӗ çитӗнӳсем патне илсе çитернӗ. Николай Семенов Алексей Талвир премийӗн лауреачӗ, 2012 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ.
Часах сăвăç чаплă юбилейне - çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăвать. Çак кунпа ăна чӗререн, хӗрӳллӗн саламлатпăр, пултарулăхӗнче çӗнӗ çитӗнӳсем сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев