Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Алексеевски (Алексеевский)

«Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ

Алексеевски районӗнче «Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет район сайчӗ. Акци тӗллевӗ - нумай ачаллă, ăнăçсăр, тулли мар, йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенчи ачасене пулăшасси. Ыркăмăллăх акцине район администраци пуçлăхӗ, предприяти-организацисен ертӳçисем ырласа йышăннă. Декабрь уйăхӗ вӗçлениччен тăсăлакан акцие хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйсен ачисенчен юлнă ăшă тумтире, атă-пушмака,...

Алексеевски районӗнче «Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет район сайчӗ. Акци тӗллевӗ - нумай ачаллă, ăнăçсăр, тулли мар, йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенчи ачасене пулăшасси. Ыркăмăллăх акцине район администраци пуçлăхӗ, предприяти-организацисен ертӳçисем ырласа йышăннă. Декабрь уйăхӗ вӗçлениччен тăсăлакан акцие хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйсен ачисенчен юлнă ăшă тумтире, атă-пушмака, теттесене тата апат-çимӗç, ача-пăча апачӗ, подгузник, кӗпе, савăт-сапа çумалли хатӗрсене Алексеевски хула евӗрлӗ поселокри Северная урамӗнчи 46-мӗш çурта декабрӗн 23, 28, 29, тата 30-мӗшӗсенче (9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен) кӳрсе памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев