Сувар

«Йăл кулă» конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

Хаклă вулакансем! Иртнӗ çул вӗçӗнче пуçланнă «Йăл кулă» фотоконкурс вӗçленни çинчен пӗлтеретпӗр. Ятарлă комисси хаçат­ра пичетленнӗ сăнӳкерчӗксене пăхса тухса хак панă хыççăн çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр: «Кулăш - ӗçре пулăш» номинаци çӗнтерӳçи - Евгений Илюхин (Çарăмсан районӗ, Кивӗ Шешкел), 50 № (22.12.2017) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн; «Кулăпа пурнăç илемлӗрех» номинаци...

Хаклă вулакансем! Иртнӗ çул вӗçӗнче пуçланнă «Йăл кулă» фотоконкурс вӗçленни çинчен пӗлтеретпӗр. Ятарлă комисси хаçат­ра пичетленнӗ сăнӳкерчӗксене пăхса тухса хак панă хыççăн çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр:

«Кулăш - ӗçре пулăш» номинаци çӗнтерӳçи - Евгений Илюхин (Çарăмсан районӗ, Кивӗ Шешкел), 50 № (22.12.2017) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

«Кулăпа пурнăç илемлӗрех» номинаци çӗнтерӳçи - Галина Казакова (Çӳлту районӗ, Чернышевка), 8 № (02.03.2018) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

«Çунатлă çамрăклăх» номинаци çӗнтерӳçи - Татьяна Бульбова (Аксу районӗ, Беловка), 10 № (16.03.2018) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

«Шăпăрлан» номинаци çӗнтерӳçи - Эльвира Степанова (Хусан), 11 № (23.03.2018) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

«Хаваслă ачалăх» номинаци çӗнтерӳçи - Чугуновсем (Аксу районӗ, Сергеевка), 12 № (30.03.2018) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн.

Çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! «Сувар» хаçатран кашнинех асăнмалăх парне кӗтет. Парнесене редакцие килсе илме те юрать, килеймесен почта урлă ярса парăпăр.

Конкурса хутшăннă ытти вулаканăмăрсене вара тав тăватпăр.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: