Сувар

г. Казань

16+
Тӗпелте

Апачӗ тутлă пултăр!

Панулми икерчи Шыв çине çăнăх, апат соди, сахăр песокӗ, ванилин, теркăпа хырнă панулми хушса чуста хатӗрлемелле. Чустана тип çу ярса хӗртнӗ çатма çине кашăкпа ăсса хура-хура ик енӗпе те икерчӗ ăшаламалла. 350 г çăнăх, 1 панулми, 1 чей кашăкӗ апат соди, 50 г сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм ванилин, 200 мл тип çу, 450 мл шыв кирлӗ.

Томат соусӗпе тата пахча çимӗçпе пӗçернӗ фасоль

Фасоле шыва ярса 6 сехет шӳтермелле. Палăртнă вăхăт иртсен фасоле çумалла та 600 мл шыв хушса 20 минут пӗçермелле. Сӗнӳ: фасоль хăвăртрах пиçтӗр тесен ун çине тăрсан-тăрсан сивӗ шыв хушмалла. Сухана шуратса турамалла та тип çу çинче 3-4 минут ăшаламалла, унтан туранă пылак пăрăç хушса тата 5 минут ăшаламалла. Томат соусӗ, тăвар тата пресс витӗр кăларнă ыхра хушса пăтраштармалла та соуса фасольпе пӗрлештермелле. 5 минут пӗçермелле. 

200 г фасоль, 100 г пылак пăрăç, 2 пуç сухан, 2 шăл ыхра, 100 мл томат соусӗ, 20 мл тип çу, 8 г тăвар, 600 мл шыв кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты