Сувар

ЧЕЧЕКЛӖ КУПĂСТА ЯШКИ

типӗ апачӗ


Сухана шуратса турамалла та тип çу çинче ăшаласа илмелле. Шыв вӗреме кӗрсен кастрюле тăвар, туранă çӗрулми ямалла. Тепӗр хут вӗреме кӗрсен чечекӗсем çине уйăрнă купăста, ăшаланă сухан ямалла. 15 минутран консервăланă симӗс пăрçа хушмалла та хатӗр пуличчен пӗçермелле.
1,5 л шыв, 500 г чечеклӗ купăста, 1 пуç сухан, 3-4 çӗрулми, çур банка консервăланă симӗс пăрçа, 3 кашăк тип çу, тăвар кирлӗ.

РАГУ
(типӗ апачӗ)
Купăстана, сухана, пылак пăрăçа, помидора тата кăмпана турамалла. Сухана тип çу çинче ăшаламалла, купăста хушса хупласа 20 минут пӗçермелле. Унтан пăрăç тата кăмпа хушса – тата 10 минут, вара помидор хушса çавăн чухлех хупласа пӗçермелле. Тăвар, пăрăç, специсем хушмалла. Хатӗр рагу çине туранă симӗс сухан сапмалла.
600-800 г купăста, 500 г кăмпа (вешенка), 1 пуç сухан, 2 пылак пăрăç, 2 помидор, симӗс сухан, тип çу, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: