ИКЕРЧӖ
Кăшт тăвар кирлӗ
Çӗпрене кефир çине ярса ирӗлтермелле, тăвар, сахăр песокӗ хушмалла. Уйрăммăн лăкаса кăпăклантарнă çăмарта, унтан çăнăх хушса лайăх хутăштармалла та ăшă çӗре хăпарма лартмалла. Чуста хăпарса çитсен кашăкпа ăсса иле-иле хурса тип çу çинче ăшаламалла.
1 л кефир, 2 çăмарта, 1 пӗчӗк пакет типӗ çӗпре, 3 кашăк сахăр песокӗ, 3-4 стакан çăнăх, çур чей кашăкӗ ваниль сахăрӗ, çур чей кашăкӗ тăвар, ăшалама тип çу кирлӗ.
* * *
Çăмарта çине сахăр песокӗ тата тăвар хушса лайăх лăкамалла. 2 стакан сӗт, тип çу, çăнăх хушса лайăх пăтраштармалла. Унтан юлнă сӗте хушса чустана шӗветмелле. 20-30 минут ларнă хыççăн çуланă çатма çинче çӳхе икерчӗсем пӗçермелле.
2 стакан çăнăх, 4-5 стакан сӗт, 2 çăмарта, 1 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тип çу, кăшт тăвар кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев