Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

КĂЧĂР-КĂЧĂР КУПĂСТА САЛАЧӖ

Купăстапа кишӗре сивӗ шывра çумалла, алшăлли çине хурса шыв сăрхăнса пӗтиччен типӗтмелле

Купăстана турамалла, кишӗре вак турамалла е шултра теркăпа вӗтетмелле. Пысăк савăта ярса лайăх пăтратмалла. Стерилизациленӗ банкăна тултармалла.

Маринада çапла хатӗрлемелле: 1 литр кӗрекен кастрюле шыв ярса вӗреме кӗртмелле. Çулăма чакарса тăвар, сахăр песокӗ, уксус, тип çу ямалла. Сахăрпа тăвар ирӗличчен пăтратса тăмалла. Вӗреме кӗрсен çулăм çинчен илмелле те вӗри маринада банкăна купăста хупланиччен ямалла. Сивӗ çӗре 12 сехете лартмалла. 

1,2 кг купăста, 100 г кишӗр, 0,5 л шыв, 100 г сахăр песокӗ, 0,25 стакан тип çу, 110 мл 9 процентлă уксус, 1 апат кашăкӗ тăвар кирлӗ.


Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев