Сувар

КОНФИТЮР – АБРИКОСПА ХĂМЛА ÇЫРЛИНЧЕН

Абрикоса çумалла та вăррине кăларса тăватшар пая касса кастрюле хумалла. Хăмла çырлине те унтах хумалла. Çиелтен сахăр песокӗ сапса 1-1,5 сехет лартмалла.

Абрикоса çумалла та вăррине кăларса тăватшар пая касса кастрюле хумалла. Хăмла çырлине те унтах хумалла. Çиелтен сахăр песокӗ сапса 1-1,5 сехет лартмалла. Унтан пӗçерме лартмалла. Вӗреме кӗнӗ хыççăн 20-30 минут пăтраштарса тăрса пӗçермелле. Конфитюр çине плита çинчен илес умӗн темиçе минут маларах шурă эрех (водка) хушса пăтраштармалла. Вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла.

500 г абрикос пуçне 300 г хăмла çырли, 4 стакан сахăр песокӗ, 4 кашăк шурă эрех кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: