Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

КОРЕЙЛА КИШӖР

Кишӗре корейла салатсем тунă чух усă куракан теркăпа хырмалла, вӗттӗн туранă ыхрапа тата суханпа хутăштармалла.

Сахăр песокӗ, тăвар, специсем, тип çу, уксус хушса лайăх пăтраштармалла. Хупласа кишӗрлӗ савăта 1 талăка холодильнике лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен кишӗре банкăсене тултармалла, уйрăлнă сӗткенне кашни банкăнах пӗр пек пайласа ямалла. Банкăсене 10 минут стерилизацилемелле. Хупласа банкăна пуçхӗрлӗ çавăрса хумалла, хулăн япалапа чӗркесе сивӗниччен тытмалла, унтан сулхăн çӗрте упрамалла.

1,5 кг кишӗр, 250 г сухан, 1 кашăк тăвар, 100 г сахăр песокӗ, 50 мл тип çу, 50 мл 9 процентлă уксус, çур пачка корейла кишӗр валли приправа, 1 чей кашăкӗ кориандр, çур чей кашăкӗ авăртнă хура пăрăç, 1 пуç ыхра кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев