Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Кукăль пӗçерер-и?

1 пысăк мар кавăн, 4 çăмарта, 320 г çăнăх, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 чей кашăкӗ апат соди, 250 г сахăр песокӗ, 1 пӗчӗк пакет ваниль сахăрӗ, 1 чей кашăкӗ корица, 200 мл тип çу кирлӗ.

 Пысăках мар кавăна тăватă пая касмалла та вăррисенчен тасатмалла. 200 градус таран хӗрӳлетнӗ духовкăна лартса çемçеличчен тытмалла. Унтан духовкăран кăларса сивӗтмелле. Сивӗнсен хуппинчен тасатмалла, çемçе кавăна ирсе нимӗр тумалла. Кавăн нимӗрӗ çине çăмарта, корица тата тип çу хушса пăтраштармалла. Уйрăм савăтра типӗ ингредиентсене хутăштармалла – çăнăха, разрыхлителе, апат содине, сахăр песокне тата ваниль сахăрне. Икӗ тӗрлӗ хутăша пӗрлештерсе чуста хатӗрлемелле. Çуланă форма çине ярса духовкăра 40-50 минут пӗçермелле.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев