Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Кулич

Çăнăха, услам çăва, сахăр песокне тата вӗри сӗте пӗрлештерсе чуста çăрмалла

КУЛИЧ
Çăнăха, услам çăва, сахăр песокне тата вӗри сӗте пӗрлештерсе чуста çăрмалла. Унтан чуста çине çӗпре ярса ирӗлтернӗ тепӗр çур стакан сӗт хушмалла, лайăх хутăштарса таса алшăллипе витмелле те ăшă çӗре лартмалла. Иçӗм çырлине лайăх çуса типӗтмелле те çăнăх çинче йăвалантармал­ла. Чуста хăпарсан ун çине уйрăммăн лăкаса кăпăклантарнă çăмарта саррипе шуррине, унтан иçӗм çырлине хушмалла. Лайăх çăрмалла. Хатӗр чустана ятарлă формăсем çине хурса тухмалла, духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. Хатӗр куличсене çиелтен хăвăр пӗлнӗ пек илемлетмелле.
3,5 стакан çăнăх, 200 г услам çу, 1 стакан сахăр песокӗ, 1 стакан сӗт, 15 г çӗпре, 3 çăмарта, 2 стакан иçӗм çырли кирлӗ.

МĂНКУН
Тăпăрча хăймапа тата сахăр пудрипе хутăштармалла. Печение кофемолкăра вӗтетмелле те тăпăрчпа хутăштармалла, теркăпа хырнă шоколад хушмалла. Тăпăрч хутăшне нӳрӗ марля сарнă пасочница çине ямалла, çиелтен пусарма йывăр япала хумалла. Пӗр талăка сивӗ çӗре лартмалла. Хатӗр Мăнкуна турилкке çине хурса илемлетмелле.
600 г тăпăрч, 100 г хăйма, 1 плитка шоколад, 1 пачка печени, çур стакан сахăр пудри кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев