Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Маринадланă помидор

Стерилизациленӗ банкăсене укроппа, хурлăхан çулçипе, петрушкăпа, çаврашкан туранă суханпа тата кишӗр касăкӗсемпе пӗрле помидор тултармалла. Тин вӗренӗ шыв ярса 10–15 минут лартмалла.

Унтан шыва банкăсенчен кастрюле ярса илмелле, лавр çулçи, пăрçа йышши хура пăрăç, тăвар, сахăр песокӗ хушса вӗретмелле, плита çинчен илес умӗн уксус хушмалла. Рассола банкăсене ямалла та лайăх хупламалла. 

1,5 кг помидор, 2-3 укроп зонтикӗ, 2-3 хурлăхан çулçи, петрушка, 1 пуç сухан, 2 кишӗр; маринад валли 2-3 лавр çулçи, 5-6 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç, 1,5 кашăк тăвар, 2,5 кашăк сахăр песокӗ, 3,5 кашăк 9% уксус кирлӗ. 

* * *

Стерилизациленӗ банка тӗпне пăрçа йышши хура тата техӗмлӗ пăрăç пӗрчисене, лавр çулçи хумалла, помидор тултармалла, çиелтен хурлăхан çулçи, сухан тата укроп хумалла. Шыв çине гвоздика, тăвар, сахăр песокӗ хушса вӗреме лартмалла, вӗреме кӗрсен уксус хушмалла. Маринада сивӗтмелле, унтан тин помидорлă банкăсене ямалла. 3 литрлă банкăсене 8–10 минут стерилизацилемелле. Хупласа хулăн япалапа чӗркемелле те сивӗниччен тытмалла. Сулхăн çӗрте упрамалла. 

1,5 кг помидор, 1 л шыв, 1 кашăк тăвар, 4,5 кашăк сахăр песокӗ, 3-4 гвоздика, 3 кашăк 9% уксус, пăрçа йышши хура тата техӗмлӗ пăрăç пӗрчисем, лавр çулçи, хурлăхан çулçи, зонтиклă укроп, 2-3 çаврашка сухан кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты