Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

ПАНУЛМИ КУКĂЛӖ

Ку кукăле пӗçерме çав тери ансат, мӗншӗн тесен чустана çăрмалла мар.

Уйрăм савăтра çăмартапа сахăра лайăх кăпăклантармалла, унтан хăйма хушса тата пăтратмалла. Разрыхлитель хушнă çăнăха алласа ямалла, каллех пăтратмалла. Чуста çăра хăйма евӗр пулмалла. Панулмие хуппинчен тата вăррисенчен тасатмалла. Çурмалла касса пӗрер сантиметр хулăнăшлă касăксем тумалла. Кукăль пӗçермелли форма çине пергамент сармалла та панулми касăкӗсене веер евӗр хурса тухмалла. 2 апат кашăкӗ песок сапмалла. Хатӗр чустана ямалла. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 40–45 минут пӗçермелле. Кăшт сивӗнсен  кукăле турилкке çине пуçхӗрлӗ çавăрса хумалла та çиеле сахăр пудри, аçтăрхан мăйăрӗ сапмалла. 

3 çăмарта, 250 гр сахăр песокӗ, 200 гр хăйма, 250 гр çăнăх, 1,5 чей кашăкӗ разрыхлитель, 350 гр панулми кирлӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев