Сувар

ТОРТ-ЖЕЛЕ

Ку торта хатӗрлеме хуть мӗнле улма-çырла та юрăхлă. Мӗн чухлӗ ытларах тӗрлӗ улма-çырлапа усă куратăн, торт çавăн чухлӗ тутлăрах пулать.

Ку торта хатӗрлеме хуть мӗнле улма-çырла та юрăхлă. Çырла çаплипех каять, слива, груша, банан, персик таврашне вара вăррисенчен тасатса пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла. Мӗн чухлӗ ытларах тӗрлӗ улма-çырлапа усă куратăн, торт çавăн чухлӗ тутлăрах пулать.

Желатина эмаль савăта ямалла та сивӗ шывпа хутăштарса 1 сехет лартмалла. Çăралсан плита çине лартса желатин ирӗличчен пăтраштармалла (вӗреме кӗртмелле мар!), хăйма тата сахăр песокӗ хушса пӗр евӗрлӗ пуличчен хутăштармалла. Улма-çырла хушмалла та хутăша силикон форма çине тултармалла. Сивӗнсе хытма темиçе сехете холодильнике лартмалла. 3-4 сехетрен торт хатӗр. Ăна асăрхануллă форма ăшӗнчен кăларса лап турилкке çине хумалла та татăксем çине касмалла.

5 чей кашăкӗ желатин, 0,5 л вӗретсе сивӗтнӗ шыв, 1 л хăйма, çур стакан сахăр песокӗ, 1-1,2 л улма-çырла кирлӗ. (Т. Маркова сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: