Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

ХУПЛУ ПӖÇЕРМЕЛЛИ РЕЦЕПТ

Чусти çӗпре ярса йӳçӗтни те, тутлăлла çăрни (çӗпресӗрри) те юрать. 1 стакан сӗт, 1 стакан шыв, 0,5 стакан хӗвелçаврăнăш çăвӗ, 1 апат кашăкӗ сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ тăвар, 10 грамм типӗтнӗ çӗпре, çăнăх ярса çемçе чуста çăрмалла та пӗр сехете ăшă çӗре лартмалла. Чустана икӗ пӗр пек пая пайламалла, пӗрне çатма çине сарса хумалла. Çӗпресӗррине тӳрех йӗтӗрлесен те юрать.

Ăшлăх валли хуть мӗнле аш-какай та юрать, анчах хур-кăвакалран тутлăрах пулать. Какая тăваткалсем туса, çӗрулмипе 2-3 пуç сухана шуратса ваккăн турамалла, хăвăра кирлӗ чухлӗ тăвар, пăрăç ямалла. Какай типӗрех-тӗк, ăш çăвӗ хушмалла. Çатмари чуста çине малтан лайăх çуса тасатнă 1 стакан тулă (е вир) кӗрпи сармалла, ун çине ăшлăх хумалла. Тепӗр пай чустана йӗтӗрлесе çатмана витмелле. Тăррине пысăках мар шăтăк тумалла, ăна йăвачапа е чылай суханпа хупламалла. 200 – 220 градус хӗртнӗ кăмакана е духовкăна пӗçерме лартмалла. 50 минутран йăвачана е сухана илсе ăшлăх çине 1 стакан вӗри какай шӳрпи е шыв ямалла (кӗрпе сарăлма). Хуплăва услам çу сӗрмелле те пысăк чашăкпа е фольгапа витсе çулăма чакарнă кăмакара е духовкăра 1.30-2 сехет пӗçермелле. Хуплăва вӗрилле çимелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев