Сувар

Апасри Чиреевăра халь кимӗ хутра

Апас районӗнчи Чиреево ялӗнче пурăнакансемшӗн халӗ чи кирлӗ транспорт - кимӗ. Мӗншӗн тесен Пăла çырми çырантан тухнипе вӗсем «пысăк çӗре» урăхла майпа çитеймеççӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Чиреево Апас хула евӗрлӗ поселокран 17 çухрăмра вырнаçнă. Паянхи кун кунти 8 çуртра 14 çын пурăнать. Çурхи шыв каяс вăхăта вӗсем кашни çул...

Апас районӗнчи Чиреево ялӗнче пурăнакансемшӗн халӗ чи кирлӗ транспорт - кимӗ. Мӗншӗн тесен Пăла çырми çырантан тухнипе вӗсем «пысăк çӗре» урăхла майпа çитеймеççӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Чиреево Апас хула евӗрлӗ поселокран 17 çухрăмра вырнаçнă. Паянхи кун кунти 8 çуртра 14 çын пурăнать.

Çурхи шыв каяс вăхăта вӗсем кашни çул лайăх хатӗрленеççӗ, тӗпсакайне хунă пахча çимӗçе кăлараççӗ, выльăх валли шыв çитеймен вырăн хатӗрлеççӗ. Шыв илес пулсан çӳреме кимӗ те туянса хураççӗ иккен. Кăçал кунти кил картишӗсене кӗнӗ шыв 1 метр чухлӗ хăпарнă. Çынсем çурхи шыва пула ӗçе те каяймаççӗ, мӗншӗн тесен вăйлă шыв юххине пула урам урлă каçма çук.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: