Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Апас (Апастовский)

Атня районӗ республикăра вырмана пӗрремӗш вӗçленине рапортларӗ.

Атня ертӳçисем паян ТР Президентне кăçалхи тырă çăнăхӗнчен пӗçернӗ çавра çăкăр парнелерӗç. Ун хыççăн ТР Правительствинче канашлу иртрӗ. Рустам Минниханов сăмахӗсемпе, Атня тăрăхӗ пирӗн республикăн кăнтăрӗнче вырнаçман тата çӗрпе те тулăхлăрайон шутланмасть. Апла пулин те, паянхи çанталăк лару-тăрăвӗпе гектратан 31 центнер вырса илни питӗ лайăх кăтарту шутланать. Кунта ӗçе тӗрӗс...

Атня ертӳçисем паян ТР Президентне кăçалхи тырă çăнăхӗнчен пӗçернӗ çавра çăкăр парнелерӗç.

Ун хыççăн ТР Правительствинче канашлу иртрӗ. Рустам Минниханов сăмахӗсемпе, Атня тăрăхӗ пирӗн республикăн кăнтăрӗнче вырнаçман тата çӗрпе те тулăхлăрайон шутланмасть. Апла пулин те, паянхи çанталăк лару-тăрăвӗпе гектратан 31 центнер вырса илни питӗ лайăх кăтарту шутланать. Кунта ӗçе тӗрӗс йӗркелени витӗм кӳрет. Президент атнясене парнешӗн тав турӗ.

Канашлура çанталăка сӳтсе яврӗç. Вăл иртекен эрнере тăнăçсăр пулчӗ, çапах нумай хуçалăхра ӗç темпне чакармасăр ӗçлеççӗ. ТР ял хуçалăх министрӗн Марат Ахметовăн сăмахӗсемпе республикăри хирсен 78 процентне вырса пӗтернӗ, 3 млн та 260 пин тонна тырă пухса илнӗ.

Чылай район çывăх кунсенче вырма вӗçленни çинчен рапортлама хатӗрленет. Саба районӗнче лаптăксен 87 процентне тырăран тасатнă, çавăн пекех кăтартусемпе Азнакай, Чистай, Алексеевски районӗсем пыраççӗ.

Вырмапа васкамаллах. Мӗншӗн тесен типӗ çанталăк тырă ӗлкереслӗхӗ çине пысăк витӗм кӳрет, тырра тăкăнса пӗтесрен хăтармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев