Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Апас (Апастовский)

Чăваш ялне илсе кӗрекен асфальтлă çула тӗпрен юсанă

Апрелӗн 20-мӗшӗнчен Апас районӗнче 25 километр асфальлă çула тӗпрен юсанă. 15 çул каялла тунă Апас-Чӗрккӗн çул ниçта юрăхсăр пулни çинчен çынсем кашни пухура ыйту çӗкленӗ. Район центрӗнчен Тюбяк-Чӗрккӗн ялне çити 8 километр. Çул реконструкцине икӗ çул каяллах пуçланă пулнă. Халӗ маршрутăн юлашки 3 километрӗнче çӗнӗ асфальт сарăлчӗ. Çӗнӗ технологисемпе хурăнакан...

Апрелӗн 20-мӗшӗнчен Апас районӗнче 25 километр асфальлă çула тӗпрен юсанă. 15 çул каялла тунă Апас-Чӗрккӗн çул ниçта юрăхсăр пулни çинчен çынсем кашни пухура ыйту çӗкленӗ. Район центрӗнчен Тюбяк-Чӗрккӗн ялне çити 8 километр. Çул реконструкцине икӗ çул каяллах пуçланă пулнă. Халӗ маршрутăн юлашки 3 километрӗнче çӗнӗ асфальт сарăлчӗ. Çӗнӗ технологисемпе хурăнакан вӗри асфальт массин температури150 градусран кая мар пулмалла, унсăрăн автоматика ӗçсене чарса лартать. Асфальт саракан комплекс 5-6 минутра 6 метр сарлакăш 30 метрлă лаптăка 5-8 сантиматр хулăнăш асфальтпа витеет. Районти çул тăвакансен техники паянхи кун тӗнчери стандартсемпе танлашаять.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев