Сувар

Новости автора - Ирина Кузьмина

  • 20 мая 2019 - 14:34
    Хусанта «Юлашки шăнкăрав» пулмасть
    Шкул пӗтерекенсен «Юлашки шăнкăравӗ» кăçал Хусанта пулмасть. Шкулсенче майăн 23 тата 25-мӗшӗсенче линейкăсем кăна иртеççӗ.
  • 20 мая 2019 - 13:46
    Кашкăрсен е йытăсен ӗçӗ?
    Менделеевск районӗнчи Бизяки ялӗнче майăн 15-мӗшӗнче çӗрле вырăнти фермерăн 26 сурăхне харăсах тем пăвса кайнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сурăхсене мăйран çыртса юнне ӗçнӗ иккен. Раис Гильфанов фермер шучӗпе, сăтăрçăсем кашкăрсем пулма пултарнă. Шăпах вӗсем сурăха кӗтесе хăваласа кӗртсе пăваççӗ.
  • 15 мая 2019 - 10:30
    Мурманск тăрăхӗнче пӗрремӗш чăваш фестивалӗ иртрӗ
    Май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Мурманск хулинчи Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Чувашское Заполярье» фестиваль иртрӗ. Ăна кунти «Чăваш Ен» Чăваш культура обществи, нумай пулмасть грант çӗнсе илнӗскер, ирттерчӗ. Йӗркелӳçисенчен пӗри пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Матак хӗрӗ Дина Агеева.
  • 14 мая 2019 - 14:13
    Аксура Уяв та, Акатуй та кăçал
    Тутарстанра республика Уявӗ Пӗтӗм Раççей Акатуйӗпе пӗрле Аксу районӗнче июлӗн 6-мӗшӗнче иртет.
  • 13 мая 2019 - 13:32
    Казанка типет
    Кремль çумӗнчи юханшыв лупашкана çаврăнчӗ, шывӗ куç умӗнче типет.
  • 13 мая 2019 - 13:06
    Май уйăхӗ иртмест-ха
    ТР Гидрометцентрӗ май уйăхӗн 16-мӗшӗнчен сывлăш температури чакма тытăнасса шантарать.
  • 13 мая 2019 - 11:20
    Путин паян Хусанта
    Тутарстанăн тӗп хули хальхи вăхăтра стратегилле проектсемпе ӗçлет, çав шутра ТУ-160 ракетоносецсен производствине çӗнӗрен чӗртессипе те. Çӗршыв ертӳçи Владимир Путин паян Хусанта çар темипе лару ирттерет.
  • 13 мая 2019 - 10:47
    «Дуняша Style» ушкăнăн Гран-При
    Пӳркел хӗрӗ Наталья Дмитриева юрлакан «Дуняша Style» фолк ушкăнăн профессионализмне Хусанта хакланă.
  • 9 мая 2019 - 17:08
    Семен Коновалов хӗрӗпе пӗрле
    Хусан чăвашӗсем легендарлă совет танкисчӗн Семен Коноваловăн хӗрӗпе паллашрӗç.
  • 9 мая 2019 - 16:42
    30 градус шăрăх пулать
    ТР Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, республикăра çитес кунсенче +30 градус шăрăх пулать.
  • 9 мая 2019 - 16:21
    Мăнаçлăх уявӗ
    Паян, майăн 9-мӗшӗнче,  ытти çулсенчи пекех Хусан та  «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хастар  хутшăнчӗ.  Пӗлтӗр 165 пине яхăн çын хутшăннă пулсан, кăçал чылай нумайрахчӗ.
  • 7 мая 2019 - 15:54
    Хулаçырминче тата Кивӗ Çӗпрелӗнче дискотека пулать!
    Хусанта пурăнакан паллă шоумен, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми каччи Николай Никоноровпа Хусанти тепӗр пултаруллă çамрăк, диджей Петр Васильев Аслă Çӗнтерӳ кунне халалласа май уйăхӗн 8-мӗшӗнче кăнтăрла Хулаçырми ялӗнче, каçхине район центрӗнчи Культура çурчӗсенче «Çӗнтерӳ пирӗн пулать» ыркăмăллăх дискотекине ирттереççӗ.
  • 7 мая 2019 - 13:04
    Кунта чăвашсем пурăнаççӗ
    Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗсем ӗлӗкхи урам ячӗсене сыхласа хăварнă.
  • 6 мая 2019 - 11:22
    Май шăрăхӗ çӗр ӗçченне усă кӳмест
    ТР Гидрометцентрӗ çитес кунсенче республика территорийӗнче сывлăш температури +25 – 27 градус таран ăшă пуласса шантарать. Ял хуçалăх отрасльне ку пӗрре те савăнтармасть.
  • 5 мая 2019 - 02:47
    Кун пеккине Кольск çурутравӗ курман-ха
    Май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Мурманск хулинче «Чувашское Заполярье» чăваш халăх пултарулăхӗн фестивалӗ пулать.
Реклама