Новости автора - Вера Александрова
-
7 ноября 2020 - 11:43«Салампи» чи вуланакан кӗнеке ятне тивӗçнӗЧи вуланакан кӗнеке ятне илме вулакансен референдумӗнче 1271 сасă пуçтарса Александр Артемьевăн «Салампи» кӗнеки тивӗçнӗ. Çӗнтерӳçӗ Дипломне халăх писателӗн хӗрне Александра Артемьевăна ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова тата паллă çыравçă, драматург, журналист Владислав Николаев панă.
-
17 октября 2020 - 16:04«Сувар» хаçат конкурса хутшăнса палăрнисене чысларӗ«Сувар» хаçат ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул, Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине халалласа шкул ачисемпе студентсен хушшинче литература конкурсӗсем ирттерчӗ. Нумай пулмасть вӗсене пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене палăртрăмăр. Редакци ӗçченӗсем конкурссене хутшăннă тата çӗнтернӗ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсене саламлама шкулсенех пырасси пирки пӗлтернӗччӗ. Панă сăмаха тытса иртнӗ эрнере эпир, суварçăсем, Пăва тата Теччӗ районӗсенчи шкулсене çитсе килтӗмӗр.
-
6 октября 2020 - 10:20Ку профессие чи чăтăмлисем кăна суйласа илеççӗХаль ялсенче ача шучӗ сахалланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавна кура нумай шкулта кӗçӗн классене вӗрентекенсем икшер класс илсе пыраççӗ
-
28 сентября 2020 - 15:16Вӗсем хӑйсен несӗлӗсене 1670 ҫултан пуҫласа пӗлеҫҫӗКонкурса хутшăнни тăхăмсене 13 сыпăк таран тӗпчесе пӗлме пулăшнă
-
20 сентября 2020 - 14:05Кӗрхи кун çулталăк тăрантаратьРеспубликăра сентябрӗн 19-мӗшӗ тӗлне 5,315 миллион тонна тырă вырнă. Вăтам тухăçлăх кăçал гектартан 35,3 центнер тухать. Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан 5,4 центнер ытларах. Çакăн пек даннăйсемпе паллаштарнă ӗнер ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров.
-
20 сентября 2020 - 12:43Ырантан Тутарстанра ача-пăча тата кану центрӗсем ӗçлеме пуçлаççӗЫрантан Тутарстанра ача-пăча вăйă пӳлӗмӗсем, кану центрӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Çакнашкал заведенисенче пулмалли çынсен хисепӗ те ӳсет. Кун пирки калакан постановлени çине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.
-
23 августа 2020 - 08:46Иккӗмӗш хут сан серепӳне çакланмастăпах! Кăштах кулăшВӗçкӗн Ваççа çитӗннӗ ывăлӗ патне шăнкăравлать: – Итле-ха, ывăлăм, кил пирӗн пата дачăна. – Çук! – Кунта тутлă ӗçме-çиме, шашлык, хитре хӗрсем... – Атте, иккӗмӗш хут сан ултавун серепине лекместӗпех. Хăвăр çӗрулмийӗре хăвăрах кăларăр атя!..
-
21 августа 2020 - 13:30«Сувар» çырăнса парнесем выляса илес йăлана малалла тăсатпăрПарнесем туянма пулăшнă туссене чӗререн тав тăватпăр!
-
11 августа 2020 - 13:59Аксу районӗн сумлă поэчӗ 70 çул ытла сăвăсем çырнăПетр Михайлович август уйăхне çав тери хытă юрататчӗ, мӗншӗн тесен хăй çак уйăхра çут тӗнчене килнӗ. Пурăннă пулсан кăçалхи августăн 9-мӗшӗнче П.М.Гаврилов-Меречен 95 çул тултарнă пулӗччӗ...
-
19 июля 2020 - 12:26Тутарстанра 6 пин çамрăк çемье социаллă ипотека программипе хваттер илме пултаратьПулăшупа арăмӗпе упăшкинчен пӗри те пулсан 35 çула çитмен çемьесем усă курма пултараççӗ.
-
19 июля 2020 - 11:58Владимир Табак: «Цифрăлла сервиссем çынсене влаçран тата та ытларах ыйтма хистеççӗ»Унччен пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан хут çырса параттăмăр, çак меслет пурне те тивӗçтермен, паллах. Мӗншӗн тесен çынсем влаçсен енчен ыйтăва татса парасса кӗтнӗ, вӗсене вара стандартлă хурав панă та ӗç нумай чух малалла каяйман. Анчах интернет самани пуçланнăранпа лару-тăру йăлтах улшăнчӗ темелле.