Сувар

г. Казань

Тăван чӗлхе

АШМАРИНĂН ПАЛĂКНЕ ÇӖНЕТЕСШӖН

Делегацин тӗп тӗллевӗ – Н.И.Ашмарин вилтăпри çинчи палăка çӗнетесси тата ун тавра карта тытасси.

Шупашкарсем Хусанти Ар масарӗнче пытарнă Н.Никольскипе Н.Ашмаринăн вилтăприйӗсем çине çитсе курчӗç

 

Иртнӗ вырсарникун Хусана Шупашкартан Чăваш наци конгресӗн  Ваттисен канашӗн делегацийӗ килсе кайрӗ. Çав йышра канаш председателӗ, ЧПУ профессорӗ, философи наукисен докторӗ В.А.Федотов, Т.А.Афанасьева çыравçă тата сăвăç, ЧР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, Чăваш наци академийӗн пайташӗ И.С.Дубанов, РФ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ, ЧР вӗрентӗвӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Н.И.Дмитриева, биологи наукисен докторӗ, профессор, ЧР тава тивӗçлӗ вăрманçи К.К.Захаров, ЧР промышленноçăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Раççей Топливăпа энергетика министерствин хисеплӗ ӗçченӗ П.М.Митрофанов тата ыттисем пулчӗç.

Хусанта Ар масарӗн хапхи умӗнче хăнасене Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Евгений Турхан, Чăваш наци конгресӗн секретарӗ Оксана Енисеева кӗтсе илчӗç, çул кăтартса çӳрерӗç. Хăнасем Н.И.Ашмаринпа Н.В.Никольский вилтăприйӗсем çине чечексем хучӗç.

Николай Ашмарин чăваш чӗлхин 17 томлă словарьне кăларнипе паллă. Раççей тата совет чӗлхеçи, тюрколог, тюркологи докторӗ, СССР Наукăсен академийӗн член-корреспонденчӗ. «Чăваш чӗлхин грамматики», «Материалы для исследования чувашского языка», «Опыт исследования чувашского синтаксиса», «Болгары и чуваши» тата ытти кӗнекесен авторӗ. 

Н.В.Никольский – чăвашсен пӗрремӗш профессорӗ, совет этнографӗ тата историкӗ, истори наукисен докторӗ, Хусанти университетăн, Хӗвелтухăç педагогика институчӗн, Мари пединститучӗн профессорӗ. Чăваш тата Атăлçи тăрăхӗнчи ытти халăхсен истори, этнографи, фольклор, чӗлхе ыйтăвӗсене çӗклес енӗпе унăн тӳпи пысăк. Чăвашсен пӗрремӗш хаçачӗн «Хыпарăн» никӗслевçи.

Делегацин тӗп тӗллевӗ – Н.И.Ашмарин вилтăпри çинчи палăка çӗнетесси тата ун тавра карта тытасси. Ку енӗпе хăнасем хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç, малашнехи тӗллевсемпе паллаштарчӗç, тивӗçлӗ ӗçсем туса ирттерме шантарчӗç.

Ун хыççăн хăнасем Хусанти Кремльпе, Тутарстанăн тӗп хулин паллă вырăнӗсемпе паллашрӗç.

 

Василий КАРАБАЕВ.

О.Енисеева сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чăвашсем