Сувар

г. Казань

Тăван чӗлхе

МӖН ÇИНЧЕН ÇЫРАÇÇӖ ПАЯНХИ ПĂВАСЕМ?

Çапла Пӳркелӗнчи библиотека çумӗнчи «Тăхăрьял» литература альманахӗ те халăхсен хушшинчи статуспа тухса тăра пуçларӗ.

 

Тăхăрьялти садсенче сиреньсем çеçкене ларсан Пӳркелӗнче сăвă уявне ирттереççӗ

 

Малтанхи çулсенче таврари чăваш сăвăçисем мешехене хăйсем кăна пуçтарăннă пулсан, ик-виç çул тăтăш ӗнтӗ вӗсем уява тутар тата вырăс çыравçисене явăçтара пуçларӗç. Çапла Пӳркелӗнчи библиотека çумӗнчи «Тăхăрьял» литература альманахӗ те халăхсен хушшинчи статуспа тухса тăра пуçларӗ.

Поэтсемпе пуян ку ен. Пиртен тахçанах уйрăлса кайнисен сăввисене те кӗртнӗ пӗчӗк тиражлă кăларăма, тин çеç литература анине «сухалама» тытăннисен пӗрремӗш хайлавӗсене те, халăхра ят-сум çӗнсе илнӗ поэтсем те унта, паллах, уйрăм вырăн йышăнаççӗ.

 

Никама та манмаççӗ

 Шел пулин те, юлашки çулсем Тăхăрьял сăвăçисене самай сайратрӗç. Альманаха кăларакансем вара вӗсене манăçа кăлармаççӗ. Çапла Николай Дворов сăввисене те пичетленӗ, Анатолий Ырьятăнне те. Валентин Урташпа Николай Симунова та манман. Телее, вӗсене улăштаракансем те çитӗнеççӗ. Тӗслӗхрен, Чӗмпӗрти педуниверситет студентки Карина Петрова Петӗр Хусанкай сăввине те лайăх вуласа пачӗ, хăй хайланине те. Унăн сăввисем Чăваш Киштекӗнчи шкул ачисенни пекех, альманахри «Çамрăк ăру» ярăмра вырăн тупнă.

19-мӗш хут кăлараççӗ ăна пӳркелсем. Кăларăмăн тӗп редакторӗ  Анатолий Малышев каласа кăтартнă тăрăх, малтанхи çулсенче вăл, пичет машинкипе пичетленекенскер, пӗрер-икшер номерпе çеç тухнă. Каярах, çынсем компьютерсемпе тата принтерсемпе хӗç-пăшаллана пуçласан, çулсерен тухакан альманаха ытларах çын вулама тытăннă.

Сăвă тӗнчи тӗрлӗ çынна пӗрлештерет. Кунта пенсионерсем те, медиксем те, электриксемпе шкул директорӗсем те, журналистсемпе музей ӗçченӗсем те муза витӗмӗнче. Кашнийӗн хăйӗн тавракурăмӗ, кашнийӗн хăйӗн тӗнчи.

Уйрăм илнӗ сăввăн хăйӗн тӗнчи, хăйӗн пурнăçӗ. Хăшне вуласассăнах манатăн, тепри санăн чунна витерет, виççӗмӗшӗ тарăн шухăша ярать, тăваттăмӗшӗ куççуль кăларать. 67 страницăллă «Тăхăрьял» альманаха тӳрех вуласа тухаймастăн, нумай çын шухăшӗпе, тарăхăвӗ-савăнăçӗпе тулнă вăл.

«Мӗн çинчен çыраççӗ-ха паянхи пăвасем?» – тесе ыйтма пултарать вулакан. Атте-анне, хуравсăр юрату, тăван чӗлхе, тăван ял, суйлав пăтăрмахӗсем, ялти философипе хулари сӳрӗклӗх, ирхи чейпе Ленин мавзолейӗ, Украинăри ятарлă операцире пуç хунă çамрăксене те манман сăвă çыракансем, пиртен нумай пулмасть ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă Олег Мустаева та.  

 

Сăвă çыракан ялан

çын куçӗ умӗнче

Ку вăл халăх сасси, самана сасси. Пурнăç çине сăвăçă куçӗпе пăхса, Турă панă шалти хӗлхеме туйса, ӗçлесе, аталанса, вӗренсе, туптанса, çунса çунатлă йӗркесем çуратакан çынсене мухтас кăна килет. Сăвă çыракан яланах çын куçӗ умӗнче. Унăн ячӗ те çынсен чӗлхи çинче. Халăх вӗсене пӗлет, пытарар мар, тӗрлӗрен йышăнать. Çамрăкраххи нумай чух чун хавалӗпе çырать пулсан, шурсухалсем пурăнса ирттернӗ опыта тӗпе хурса хайлаççӗ сăввисене.

«Кашни çыракан çын хăйне евӗрлӗхӗ паха япала. Сăвăçă ӗçне чăнлăх шыракан çын тарăхăвӗпе танлаштарни – ӳстерсе калани мар. Хăйӗн шыравӗнче унăн тӗнчекурăмӗ, пурнăç опычӗ, илнӗ пӗлӳ, тавракурăмӗ ирӗк панă таран çывхарать. Пурнăçра чăнлăха тупса илнӗ çын хăйне ирӗклӗрех туять», – тенӗ чăваш халăх ăсчахӗ Анатолий Малышев литература кăларăмӗн ум сăмахӗнче. Çак сăмахсемпе килӗшмех тивет.

Жанрсем енчен те пуянланать пӳркелсем кăларакан альманах. Хальхинче унта сăвăсемсӗр пуçне юптару та, проза та кӗнӗ.

 

Пурăнать-ха 

Тăхăрьялта сăвă

Мероприятие Елена Хлынова тата Наталья Малышева ертсе пычӗç. Вӗсен ырă сăмахӗсем, хаваслă кăмăл-туйăмӗ поэзи уявне курма килекенсене те куçрӗ. «Ырă çынсем çинчен ырă сăмахсем калас килет. Сирӗн шухăш-туйăмăрсене пӗр çӗре пуçтартăмăр та улмуççи ӳссе ларчӗ. Унăн кашни турачӗ уйрăм техӗмлӗ, уйрăм сипет тутăллă çимӗçсем параççӗ. Аслăраххисем – çирӗп хунавсем, пирӗн çамрăк шăрçалакансем – вакрах, йывăç çулçисене çăратса тăракан турачӗсем», – çавăрттараççӗ сăмаха библиотекарьпе вӗрентекен.

Уява Сӗве тăрăхӗнчи Чакăлтăмпа Пăрăнтăк ялӗсен пӗрлештернӗ «Пилеш» ансамблӗ чăваш юррипе уçрӗ. Сăвă кунӗн пӗрремӗш ярăмӗ «Эпир вӗсене манаймастпăр» ятлăччӗ. Ертсе пыракансем Тăхăрьялтан тухнă паллă сăвăç-çыравçăсене асăнчӗç. Вӗсен сăввисенчи вилӗмсӗр çаврăмсене шăрантарчӗç.

Иккӗмӗш ярăмӗ «Паянхи ят илнӗ Тăхăрьял сăвăçисем» ятлăччӗ. Унта ытларах Анатолий Малышевпа Николай Зимин сăввисем янăрарӗç. Вӗсене Валентина Исаева тата Марина Вериялова илемлӗн вуласа пачӗç. Ертсе пыракансем поэтсене хăйсене те сăмах пачӗç. Вӗсен ытарлă поэзине таврари шкулсенче чăваш литературине вӗрентекенсем тӗслӗхе илсе кăтартма чарăнман-ха. Апла-тăк, пурăнать Тăхăрьялта сăвă.

Пӳркелӗнчи «Ритм» ташă ушкăнӗнчи шăпăрлансем сике-сике ташлани, Кивӗ Тилçел хӗрачи Назиля Хуснутдинова тутарла юрлани, Пӳркелӗнчи Культура çурчӗн ертӳçи Ольга Юркина вырăсла юрă шăрантарни пилешпе сирень чечекӗ ăшне путнă Юркка Иванӗн çурт-музейӗн лаптăкне тата та илемлетрӗç. «Пилеш» фольклор ансамблӗн юррисем тата мӗне тăраççӗ! Нумай пулмасть иртнӗ «Балкыш» фестивальте Ирина Кириллова ертсе пыракан коллектив зонăри 7 районти ватăсен пултарулăх ушкăнӗсем хушшинче мала тухнă. Сăвăçсем çеç пултаруллă мар нумай халăхлă Тăхăрьялта!

 

Çамрăк сăвăç 

темелле е çук?

«Çамрăк ăру сасси» ярăм мӗн çинчен пулни каламасăрах паллă, анчах та пӗр ыйту çуратрӗ вăл: хӗрӗхрен иртсен кăна сăвă çырма тытăнсан çамрăк сăвăç шутланатăн эсӗ е çук? Çапах Николай Дворовпа Анатолий Малышевăн ывăлӗсем алла калем тытса йӗркесем шăрçалама тытăнни – савăнтаракан пулăм.

Пăва районӗнчи ветерансен организацийӗн ертӳçи Завгария Хуснутдинова тата Пӳркел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ирина Малышева çак уява йӗркелеме пулăшнă Владимир Николаева, Валентина Дементьевăна, Иван Игнатьева Тав çырăвӗсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларӗç.

«Пирӗн патра хăнара» ярăмра Пăрăнтăк, Пăва, Сивӗ Шыв ялӗсенчен килнӗ вырăс тата тутар сăвăçисем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗç. 

Паллă чăваш сăвăçи, Раççей Федерацийӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Ульяновск облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ Валентина Тарават çак уява хутшăнни Поэзи кунӗн тытăмне самай пуянлатрӗ. Вăл хăй микрофон умне тухсан пухăннă халăх шăп-шăпăрт пулчӗ. Валентина Николаевнăн янравлă сассин ахрăмӗ ытарлă сăввисене пуянлатса çынсем патне çитерет. Ирӗксӗрех Белла Ахмадуллинăна аса илетӗн. «Савнă Тутарстанăм» ятлă юррин пӗр çаврăмне те юрласа пачӗ Нагаткинран килнӗ хăна. Сăвă ăсти каланă кашни сăмах ылтăн пӗрчӗ евӗр çынсен ăс-тăнӗнче акăнса юлать. Питӗ хӗпӗртерӗç тăхăрьялсем Валентина Тараватпа тӗл пулнишӗн.

Уява вӗçлесе юрланă «Пилешсен» юррипе килӗшмесӗр пултараймастпăр: «Ӗмӗр-ӗмӗрех асăмра юлать çак ытарайми тӗлпулу». 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чăвашсем