Сувар

Уяв кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче

Нурлатра июлӗн 7-мӗшӗнче иртекен Чăваш культурин Пӗтӗм Раççей Уявӗн картине кăçал Тутарстан Президенчӗ тата чемпионат хăнисем тăраççӗ.

Тутарстан халăхӗсен наци уявӗсен графикӗпе килӗшӳллӗн, чăваш культурин Пӗтӗм Раççей Уявӗ кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче пулать. Чăвашсен тӗп праçникӗ Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăчӗпе те тӳр килет. Çавна кура чемпионат хăнисен пирӗн йăла-йӗркепе, культурăпа çывăхрах паллашма май пур. Уява урăх района куçарасси пирки калаçусем пычӗç пулин те, кăçаллăха вăл «пропискине» улăштармасть.

Уявра сумлă хăнасем нумай пуласси куçкӗрет. Республикăри чăвашсен тӗп праçникне Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пырасси паллă. Пурне те Уява килсе курма чӗнетпӗр! (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: