Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Чистай (Чистопольский)

Банкомат енӗчек мар, уçăлмасть

Йӗрке хуралçисем çак кунсенче банкоматсене çаратма хăтланнă икӗ çынна тытса чарнă. Мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа Хусанта тата республикăн 4 районӗнчи 6 банк терминалне ватнă вӗсем, анчах та пӗр хутӗнче те укçа илеймен. Сахал çын çӳрекен урамсенчи банкоматсене суйласа илнӗ те çӗрле çаратма пикеннӗ. Тулашӗнчен хӳтӗлекен пайне илсе электроники патне çитнӗ, анчах...

Йӗрке хуралçисем çак кунсенче банкоматсене çаратма хăтланнă икӗ çынна тытса чарнă. Мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа Хусанта тата республикăн 4 районӗнчи 6 банк терминалне ватнă вӗсем, анчах та пӗр хутӗнче те укçа илеймен.

Сахал çын çӳрекен урамсенчи банкоматсене суйласа илнӗ те çӗрле çаратма пикеннӗ. Тулашӗнчен хӳтӗлекен пайне илсе электроники патне çитнӗ, анчах та малалла уçма пултарайман. Çак хурахсем Тутарстан çыннисемех, пӗри - Петреç, тепри Чистай районӗнчи Выселки ялӗсенче пурăннă 24 çулти каччăсем. Килӗсенче банкоматсене уçмалли, терминал çумне çыхăнтаракан электронлă хатӗрсем, ятарлă программăллă флэш-накопительсем тата радиостанцисем тупнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев