Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Чистай (Чистопольский)

Çын çухалнă

Тутарстан Республикин Чистайри следстви управленине Александр Геннадьевич Архипов (08.02.1984ç. Оренбург облаçӗнчи Ясный хулинче çуралнă) хыпарсăр çухални пирки материал çитнӗ. Çак çын Чистайри Чернышевский урамӗнчи 180-мӗш çурта пурăннă пулнă. Августăн 28-мӗшӗнче Архипов Чистай районӗнчи Змеево ялӗнчи «Кама» сад пӗрлешӗвӗнче пулнă, унтан вăл тухса кайнă та, ун йӗрӗсем çухалнă. Паянхи кунччен Архипов...

Тутарстан Республикин Чистайри следстви управленине Александр Геннадьевич Архипов (08.02.1984ç. Оренбург облаçӗнчи Ясный хулинче çуралнă) хыпарсăр çухални пирки материал çитнӗ. Çак çын Чистайри Чернышевский урамӗнчи 180-мӗш çурта пурăннă пулнă.

Августăн 28-мӗшӗнче Архипов Чистай районӗнчи Змеево ялӗнчи «Кама» сад пӗрлешӗвӗнче пулнă, унтан вăл тухса кайнă та, ун йӗрӗсем çухалнă. Паянхи кунччен Архипов ăçти паллă мар.

Сăнран 35-40 çулсенче, çӳллӗскер, типшӗмтерех, çӳçӗсем тӗттӗм тӗслӗ, кӗске, куçӗсем çутă. Августăн 28-мӗшӗнче вăл çутă-сенкер тӗслӗ джинс кӗпе тата шăлавар тăхăннă пулнă.

Кам та кам çак çын çинчен информаци пӗлет - 02, 8 (84342) 5-38-72, 8 (84342) 5-20-97 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев