Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«АТАЛАН» – Теччӗре

(Ирина Кузьмина. А.Илюхина сăнӳкерчӗкӗ). ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «АТАЛАН» пӗрлешӗвӗ (лидерӗ А.Носков) çак самантсенче Теччӗ хулинче. Вăл Атăл ку енчи районсенчи шкул ачисемпе «Аталан» наци вӗрентӳ форумне ирттерет. Форумăн тӗп тӗллевӗ - чăваш чӗлхипе культурине сыхласа хăварас тӗлӗшпе муниципаллă районсенче шкул ачисемпе çамрăксен «Аталан» шкулне йӗркелесси. Кунсăр пуçне пултаруллă...

(Ирина Кузьмина. А.Илюхина сăнӳкерчӗкӗ). ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «АТАЛАН» пӗрлешӗвӗ (лидерӗ А.Носков) çак самантсенче Теччӗ хулинче. Вăл Атăл ку енчи районсенчи шкул ачисемпе «Аталан» наци вӗрентӳ форумне ирттерет. Форумăн тӗп тӗллевӗ - чăваш чӗлхипе культурине сыхласа хăварас тӗлӗшпе муниципаллă районсенче шкул ачисемпе çамрăксен «Аталан» шкулне йӗркелесси. Кунсăр пуçне пултаруллă чăваш ачисемпе çамрăкӗсене пурнăçра тата профессире хăйсене тупма пулăшасси, чи пултаруллисене суйласа илсе вӗсемпе ӗçлесси, ачасемпе çамрăксене хăйсен проектне хатӗрлес ăсталăхне аталантарасси, тата ытти те.

«АТАЛАН» малӗмӗтлӗ пӗрлешӳ. Вăл хăйӗн ятне тӳрре кăларма тӗллев лартнă, республикăри, Раççей Федерацийӗн ытти регионӗсенчи çамрăксен пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну йӗркелеме, вӗсемпе пӗрле мероприятисем ирттерме, тӗрлӗ грантсемпе премисен конкурсӗсене хастар хутшăнма хатӗрленет.

«Аталан» вӗрентӳ форумӗ паянах вӗçленмест-ха, çак форматпах ыран, декабрӗн 22-мӗшӗнче, Нурлат хулинче Кама леш енчи районсенчи чăваш ачисемпе тӗл пулать. Аса илтеретпӗр, вăл республикăри чăваш ачисен хушшинче «Манăн проект - манăн халăха!» проект конкурсне те пуçарчӗ. Ăна декабрӗн 24-мӗшӗнче республикăри шкул ачисен хушшинче чăваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиади хыççăн пӗтӗмлетӗç. Пӗр сăмахпа, ăнăçу сана, «АТАЛАН»!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев