Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Автанпа тилӗ (чи пӗчӗккисем валли)

Картишӗнче темӗн чухлӗ чăх-чӗп çӳрет. Тул енче, çӳллӗ карта хыçӗнче, сарă тилӗ йăпшăнса пырать. Шӗвӗр сăмсине унта-кунта тӗрткелесе пăхать, анчах ниçтан та кӗмелли çук. Акă хӳме çине автан вӗçсе ларчӗ те çуначӗсене çат-çат-çат! çапса янăравлăн юрласа ячӗ. - Ки-ки-ре- ку-у-у! - Ах, автан тус!- йăпăлтатса пычӗ ун патне тилӗ. -...

Картишӗнче темӗн чухлӗ чăх-чӗп çӳрет. Тул енче, çӳллӗ карта хыçӗнче, сарă тилӗ йăпшăнса пырать. Шӗвӗр сăмсине унта-кунта тӗрткелесе пăхать, анчах ниçтан та кӗмелли çук. Акă хӳме çине автан вӗçсе ларчӗ те çуначӗсене çат-çат-çат! çапса янăравлăн юрласа ячӗ.
- Ки-ки-ре- ку-у-у!
- Ах, автан тус!- йăпăлтатса пычӗ ун патне тилӗ. - Сассу ытла хăватлă вара санăн. Вăйлă пулас эс. Ан кунта, пӗрле выльăпăр.
- Вăхăт çук манăн санпа выляма. Эпӗ Хураçка тусăма чӗнетӗп. Вăл паян ирех вăрмана тилӗ тытма кайрӗ. Ки-ки-ре-ку-у-у!- каллех хыттăн кăшкăрчӗ автан.
Çакна илтсен чее тилӗ вӗлт çаврăнчӗ те тарăн çырма еннелле вӗçтере пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев