Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Балкон çинче – ӗне

Челябинскра пурăнакансене фермерсем ӗне тытма сӗннӗ. Килти выльăх-чӗрлӗх хăйӗн хуçисене кунсерен сӗт-çупа, турăх-тăпăрчăпа тивӗçтерсе тăрӗ. Лешсен вара мăйракаллă шултра чунсене апат парса чăрманмалла пулмӗ. Ӗç-пуçӗ акă еплерех пурнăçланса пырать: хула çыннисем ӗне туянса ăна Кăнтăр Уралта йӗркеленнӗ фермер хуçалăхне параççӗ. Çапла туса ӗмӗр тăршшӗне хăйсене сӗт продукцийӗн курăмлă пайӗпе тивӗçтереççӗ....

Челябинскра пурăнакансене фермерсем ӗне тытма сӗннӗ. Килти выльăх-чӗрлӗх хăйӗн хуçисене кунсерен сӗт-çупа, турăх-тăпăрчăпа тивӗçтерсе тăрӗ. Лешсен вара мăйракаллă шултра чунсене апат парса чăрманмалла пулмӗ.

Ӗç-пуçӗ акă еплерех пурнăçланса пырать: хула çыннисем ӗне туянса ăна Кăнтăр Уралта йӗркеленнӗ фермер хуçалăхне параççӗ. Çапла туса ӗмӗр тăршшӗне хăйсене сӗт продукцийӗн курăмлă пайӗпе тивӗçтереççӗ. Ку тăвăма тӳресем «Балкон çинче - ӗне» ят панă.

Фермерсем каланă тăрăх, паян пӗр ӗне 50-60 пин тенкӗ тăрать. Кунсерен вăл вăтамран 12 литр сӗт парать. Çавăнтан 3 литрне унăн чăн хуçине леçеççӗ. Выльăхăн сӗт парас тапхăрӗ вăтамран 7 çул. Ӗне туянса панă çыннăн тăкакӗсем пӗрремӗш çулӗнчех саплашаççӗ. Вăл хăйне инвестор пек туйма пуçлать: тутлă та сывă апат - хăйма, сӗт, çу тата сӗтрен хатӗрленӗ ытти продукци - лаввкаранах туянмасăрах сӗтел çине лекет.

Ку шухăша Челябинск облаçӗнчи Тури Уральск районӗнчи фермерсем панă. Паян фермерсене ӗне туянма укçа (60 пин тенкӗ) паракан ырă çынсен шучӗ кунран-кун ӳссе пырать. Юлашки вăхăтра мускавсем те ку пуçарăва пурнăçа кӗртме шухăшлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев