Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Бишкекра самолет ӳкнӗ

Кăркăсстанри «Манас» аэропортран вӗçсе хăпарнă чухне Боинг-744 тиев самолечӗ Бишкек çывăхӗнчи дача участокӗсем çине персе аннă. Авари вырăнӗнче пурнан çуртсем те нумай пулнăран, авиакатастрофăран нумай çын хур курнă, çав шутра ачасем те. Правительство комиссийӗ пӗлтернӗ тăрăх, спасательсем ишӗлчӗксемпе ванчăксем айӗнче 31 çын виллне тупнă, вӗсенчен 4-шӗ экипаж членӗсем. Çак ир...

Кăркăсстанри «Манас» аэропортран вӗçсе хăпарнă чухне Боинг-744 тиев самолечӗ Бишкек çывăхӗнчи дача участокӗсем çине персе аннă. Авари вырăнӗнче пурнан çуртсем те нумай пулнăран, авиакатастрофăран нумай çын хур курнă, çав шутра ачасем те. Правительство комиссийӗ пӗлтернӗ тăрăх, спасательсем ишӗлчӗксемпе ванчăксем айӗнче 31 çын виллне тупнă, вӗсенчен 4-шӗ экипаж членӗсем. Çак ир Турци самолечӗ аэропорта икӗ хутчен анса ларма хăтланнă. Пӗр хутӗнче вăл лартмалли çутăсен лентине лектресе çӗмӗрнӗ. Бишкекри çанталăк условийӗсем çав тери аванах пулмасан та (400 метр таран курăннă) диспетчерсем, лару-тăрăва юрăхлă пек йышăнса, самлета анса ларма ирӗк панă. Малтанласа каланă тăрăх, авиакатастрофа экипаж айăпӗпе те пулса иртме пултарнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев