Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш Ен гимнӗн авторне 110 çул

Пирвайхи хут Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кӗвӗленӗ «Тăван çӗршыв» юрă 1945 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче Петр Осиповăн «Тăван çӗршыв» пьеси тăрăх лартнă спектакльте янăранă. Куракансем кӗвве ура çине тăрсах итленӗ, вăл кашнин чунне пырса тивнӗ, телейлӗ те мирлӗ пурнăç символӗ пулса тăнă. Тен, çавăнпа та пулӗ «Тăван...

Пирвайхи хут Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кӗвӗленӗ «Тăван çӗршыв» юрă 1945 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче Петр Осиповăн «Тăван çӗршыв» пьеси тăрăх лартнă спектакльте янăранă. Куракансем кӗвве ура çине тăрсах итленӗ, вăл кашнин чунне пырса тивнӗ, телейлӗ те мирлӗ пурнăç символӗ пулса тăнă. Тен, çавăнпа та пулӗ «Тăван çӗршыв» юрă «Чăваш Республикин Патшалăх символӗсем çинчен» калакан законпа килӗшӳллӗн (1997 çулхи утă уйăхӗн 14-мӗшӗнче йышăннă) Чăваш Республикин Патшалăх гимнӗ пулса тăнă.

Гимнăн кӗввипе сăмахӗсем чăваш халăх юррине çывăх, çав вăхăтрах унра хальхи самана таппи уççăн илтӗнет, савăнăçлă та çӗкленӳллӗ сасси пирӗн чӗресенче мăнаçлăх çуратать. Патшалăх гимнӗн тексчӗ сăнарсен виçӗ ушкăнне пӗрлештерет: çутçанталăк чӗрӗлни; тăвансем, атте-анне, ача-пăча - çемье пӗрлӗхӗ; чăваш тӗнчинчи пӗтӗм халăх туслăхӗпе килӗшӗвӗ. Çапла вара «Тăван çĕршыв» юрă çыравçă пултарулăхĕнчи чи пысăк çитĕнӳ пулса тăчӗ.

Илья Семенович Тукташ 1907 çулхи çурла уйăхӗн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев