Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш Енре хӗр пӗтнӗ-им?

Чăваш Енри арçынсем пӗр-пӗринпе ăмăртмалла тенӗ пек Мускавалла чупма тытăнчӗç. Хӗр шыраса Останкинăран тухма та пӗлмеççӗ тесен те юрать. «Давай поженимся» телекăларăмра сауна хуçи, пӗртăван интернет-лавккаçăсем арăм шыраса пăхрӗç, нумай пулмасть каллех эфира Чăваш Ен çынни тухнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Хальхинче энергетика компанийӗнче ӗçлекен инженер, баскетболист. Пӗрре официаллă, тепре...

Чăваш Енри арçынсем пӗр-пӗринпе ăмăртмалла тенӗ пек Мускавалла чупма тытăнчӗç. Хӗр шыраса Останкинăран тухма та пӗлмеççӗ тесен те юрать. «Давай поженимся» телекăларăмра сауна хуçи, пӗртăван интернет-лавккаçăсем арăм шыраса пăхрӗç, нумай пулмасть каллех эфира Чăваш Ен çынни тухнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Хальхинче энергетика компанийӗнче ӗçлекен инженер, баскетболист.

Пӗрре официаллă, тепре официаллă мар авланса та çемье пурнăçӗ ăнман иккен Ильян. Эфира тата пӗччен мар, амăшӗпех килнӗ вăл. Ку ентӗ амăшӗ ывăлне урăх шанманран пулас кине хăй шырама тытăннине пӗлтермест. Кăларăмăн формачӗ улшăннипе çыхăннă. Халӗ арăм (е упăшка) шыракансен ашшӗн е амăшӗн эфира килмелле иккен.

Мускав Шупашкар мар çав, кунта ав, хӗрсем туллиех, суйласа илмелӗх те пур. Илья чӗрин хуçи пулма тӳрех виçӗ хӗр кăмăл тунă: 33-ри пресс-секретарь, Мускав больницинче ӗçлекен тухтăр тата тăлмач-преподаватель. Ильяпа амăшӗ мăшăр тума тухтăра суйласа илнӗ.

Малалла та эфира çине-çинех чăвашсем тухсан «Давай поженимся» телекăларăм чăвашла калаçмах тытăнать пуль, чăн та, хальлӗхе унта чăваш арçыннисем кăна сукмак хывнă-ха. Чăваш арçыннисем ял калаçтарасшăн-ши е вӗсем валли хӗрсем Чăваш Енре чăнах та юлман-ши вара?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев