Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пирӗн хӗрсем те ним мар çавăрса çапаççӗ

(Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков...

(Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков саламларĕç.

Кавир çинче хĕрӳ тупăшу пулчĕ. АПШ, Эстони, Казахстан, Монголии, Испани çĕршывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 150 спортсмен 8 ушкăнра вăй виçрĕç. Призерсен йышне пирĕн ентешсем те лекрĕç. Канаш районĕн хĕрĕ Надежда Федорова 48 килограмлă виçере Олимп вăййисен чемпионкипе Виктория Энтонипе /АПШ/ кĕрешрĕ, анчах ăна парăнтараймарĕ. Вăл кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çак виçерех Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралса ӳснĕ Алина Морева, хальхи вăхăтра Брянск облаçĕнче пурăнать, «бронзăллă» пулчĕ.

Çĕрпӳ хĕрĕ Анастасия Яковлева /тренерĕ - Ольга Смирнова/ виççĕмĕш вырăна тухассишĕн тупăшрĕ. 63 килограмлă виçере Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăваш хĕрĕ, 2016 çулта Олимп вăййисене хутшăннă Инна Тражукова бронза çӗнче илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев